Чăваш Республикинчи Национальноç ĕçĕсен канашĕн ларăвĕ иртнĕ

Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Наци ĕçĕсен политикин канашĕн ларăвне хутшăннă. Чăваш Республикинче Раççей Федерацин патшалăх наци политикин стратегийĕн аталанăвĕ еплерех пурнăçланса пынин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре обществăлла политика ларă-тăрăвне тăнăçлă тытса пырассипе сахал мар ĕçсем йĕркелесе ирттернине асăннă Пуçлăх. Пурăнакансем ыранхи куна шанса, килĕшӳллĕн пурăнни те куç кĕретех. «Раççей тĕрлĕ халăхпа вăйлă. Чăваш Енре те тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса тачă çыхăнса ĕçлесе пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăхăн культурипе йăли-йĕркине, чĕлхине, пурнăç пуянлăхне упраса хăварассипе тăрăшатпăр», - тесе çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл çакăн пекех паян çитĕнекен ăрăва патриотизмла туйăма вăйлăлатса пыма вĕрентесси пулнине асăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин культура министрĕ В.П.Ефимов паллаштарнă. Вăл ытларах Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн патшалăх наци политики еплерех пурнăçа кĕрсе пыни çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.  Стратегине кĕртнĕ тĕп тĕллевсене пурне те пурнăçланине асăннă. Раççейре нацисен культурипе йăли-йĕркине упраса хăварассипе пурте хар тăрса ĕçленине палăртнă. Тĕплĕнрех



28 ноября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter