Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Ен регион уйрăмĕн секретарĕпе Н.В.Маловпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутат этикин комитечĕн председателĕпе, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕпе Н.В.Маловпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ иртсе пыракан эрне  пысăк пулăмсемпе палăрнине каланă. «Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвĕсем пулчĕç. Сессийĕн иккĕмĕш вулавĕнче çитес 2015 çул тата планпа пăхса хăварнă 2016-2017 çулсем валли республика бюджетне йышăнса хăварнă. Çак ĕçсене «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн тӳпи те пысăк вырăн йышăнать.  Пĕр-пĕринпе тачă килĕшсе ĕçлесе пынине кура, социаллă политика ыйтăвĕсем аван пурнăçланса пыраççĕ.  Республикăра ача сачĕсем, спорт объекчĕсем, çул-йĕрсем кулленех çĕнĕрен хута кайни те çакнах çирĕплетçеççĕ. Чăнласах та «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти хăй çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçласа пырать, тăван ен халăхĕшĕн ырми-канми ĕçлесе пыни те куç кĕретех. Шăпах та, çакăн пек ĕçлесе пымалла та. Сахал калаçмалла – ытларах ĕçлемелле», - тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Николай Малова юбилей ячĕпе саламланă, çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнӳсем туса пыма сĕннĕ, ăнăçу тата телей суннă. «Чăннипех те пирĕншĕн, пурнăçра - ĕç пĕрремĕш вырăн йышăнать. Уявсем валли те вăхăт тупма тăрăшмалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Тĕл пулу самантĕнче социаллă программăсенче партийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партине социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене,  ача сачĕсене хута ярассин графикне çирĕп тĕрĕслесе тăма сĕннĕ. Муниципалитесенчи йывăрлăхсене те çийĕнчех татса пама тăрăшмаллине, республикăри районсемпе хуласенче уявсемпе çыхăннă ĕçсене  активлăрах хутшăнма каланă. Çĕнĕ çул уявĕ çывхарса килнĕ май,  «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Енри регион уйрăмне Донецкпа Луганск облаçĕсен  ачисем валли Çĕнĕ çул парни хатĕрлеме сĕннĕ. Вĕсем валли те пысăк уяв пултăр. Николай Малов республика Пуçлăхне ырă сĕнӳсемшĕн тав тунă, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти ыйтусене татса пама яланах хатĕр пулнине каланă.



28 ноября 2014
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter