«Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕн XXI-мĕш Конференцийĕ иртнĕ

Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕн XXI-мĕш Конференцие хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн 2013 çул авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа 2014 çул чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕ таран тапхăрти ĕç кăтартăвне пăхса тухнă, политика канашне кĕртмелли çынсем пирки ыйтупа канашланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче   «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕ республикăн социаллă экономика аталанăвĕнче пысăк витĕм кӳрсе пынине асăннă. Вĕсем сăмахпа мар, хăйсен ĕçĕсемпе çирĕплетсе пани куç кĕретех пулнине асăннă.  Чăваш Енĕн макроэкономика  кăтартăвĕ пĕлтĕрхи шайпа танлаштарсан, самай пысăкрах пулни те савăнтарать. Раççей Правительстви хакланă тăрăх, тĕрлĕ кăтартусен лайăх енĕсемпе палăрнишĕн Чăваш Республики Раççейри ытти субъектсемпе илес пулсан, 14-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Федераци бюджетĕнчен 165 млн. тенкĕллĕх сумлă пулăшăва тивĕçнĕ. Çак укçа-тенкĕпе Шупашкар хулинче ача садне çĕклесе лартма йышăнса хăварнă. Республика Пуçлăхĕ ветерансен ĕç стажне 2,5 çул таран пĕчĕклентни çинчен Указа алă пусса çирĕплетни пирки ырă хыпарпа чарăнса тăнă. Халĕ пирĕн республикăра ĕç ветеранĕ хисеплĕ ята илес пулсассăн, арçынсен 42 çул, хĕрарăмсен – 37 çул çеç  ĕçлеме тивĕ. Çак ыйтăва ытларах «Пĕрлĕхрĕ Раççей» парти хытă ырланă. Ветерансем хăй вăхăтĕнче республикăн аталанăвĕшĕн сахал мар вăй хурса ĕçленĕ, паян вĕсем чăннипех те çак хисепе тивĕçлĕ. «Суйлавçăсем умĕнче шантарнă пур ыйтăва та эпир çийĕнчех татса пама трăшатпăр, хамăр çине илнĕ пур яваплăха та туллин пурнăçлатпăр», - тесе çирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Чăваш Ен илĕртӳлĕхне ӳстерсе пынине кура, пирĕн пата инвесторсем килни паха. Çитес çулта çĕнĕ производствăсем хута кайĕç, пиншер çынсем валли ĕç вырăнĕсем пулĕç. Коррупципе кĕрешес ĕç республикăра аван пулса пырать. Çакнашкал тĕслĕхсене эпир пĕрне те пытармастпăр. Пур тупса палăртнă тĕслĕхсем те прокуратура ĕçченĕсем патне çитеççĕ. Енчен те çын айăпа кĕнĕ пулсан, унăн пурин умĕнче те яваплăх тытмалла. Хăй вăхăтĕнче сахал мар тĕслĕхсем пулнă, хăшĕ-пĕрисем, хăйсен айăпĕсене пытарса, пĕрне-пĕри çăлса хăварма тăрăшнă. Вăл вăхăтрах бюджет пысăк укçа-тенкĕрен уйăрăлнă. Унччен тунă кăлтăксемшĕн, паянхи куна та пĕр пус укçа каялла бюджета тавăрса паман», - тесе уççăммăн каланă Пуçлăх.  «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн членĕсене пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесе пынишĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тав сăмахĕ каланă. Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условине лайăхлатса пырассипе пысăк витĕм кӳнишĕн ырланă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутат этикин комитечĕн председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Н.В.Малов тухса калаçнă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн рейтингĕ Раççейре ытти чухнехинчен те çӳллĕрех пулнине палăртнă. Кун çинчен суйлавçăсен пысăк кăтартăвĕ те çирĕплетсе парать. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, 2014 çул чăннипех те  ĕçри лайăх кăтартусемпе палăрчĕ. Çитес çул та сахал мар ĕçлеме тивĕ. Николай Малов хăйĕн доклатĕнче чăваш çĕрĕ çинче ĕçлекен пĕр сасăллă депутатсем ырă ĕçсем тума яланах хатĕр пулнине каланă. Пухăннисене «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партине раштав уйăхĕн пĕрремĕшĕнче çывхарса килекен çуралнă кунпа саламланă.   Конференцире Красноармейски районĕнчи партийĕн вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Андрей Шестаков, Элĕк районĕнчен Эдикт Волков, «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн Çамрăк Гвардийĕн» Регионти штаб ертӳçи Станислав Трофимов тухса калаçнă.  Уставпа килĕшӳллĕн, регионти политканаш членĕсене ротациленĕ, кун йĕркипе пăхнă ытти ыйтусене те сӳтсе явса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех

 



28 ноября 2014
09:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter