Общество пурнăçĕнче культура пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать

Общество пурнăçĕнче культура пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăл çынсем ĕмĕрсем хушши пухнă кăмăл-сипет пуянлăхне упраса пыракан тата ăна килекен ăру патне çитерекен меслет. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçлакансем, культура сферине аталантарас, ăна сыхласа хăварас тĕлĕшрен тăрăшакансем чи пысăк хисепе тата тĕрлĕ енлĕ пулăшăва тивĕçлĕ. Ÿнерçĕсем, кÿлепеçĕсем, артистсем, çыравçăсем, ăслăлăх çыннисем – халăх тивлечĕшĕн, ырăлăхĕшĕн кашни хăйне евĕр тÿпе хывать, ăрусен хавалне, йăли-йĕркине тĕпе хурса ăслăлăх, культура, ăс-хакăл эткерне ламран-лама куçарать.

Культурăпа ăслăлăхра пысăк çитĕнÿсем тунă паллă çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшас ыйтăва Чăваш Республикинче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2013 ç. пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 109-мĕш номерлĕ йышăнĕвĕпе çирĕплетнĕ наука, культура тата искусство сферисене аталантарас тĕлĕшрен пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунăшăн паракан патшалăх пособийĕн йĕркипе килĕшÿллĕн культурăпа ăслăлăхра палăрнă 30 çын пособи илеççĕ. Çав йышра маттур та мухтавлă чăваш ывăл-хĕрĕ: СССР халăх артисчĕ В.К. Кузьмина, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ В.П. Петров (Праски Витти), чăваш халăх поэчĕ Ю.С. Семендер тата ыттисем те. Халăх юратăвне тивĕçнĕ сумлă çынсенчен пĕри – чăваш халăх артисчĕ И.И. Христофоров.

Христофоров Иван Иванович нумай чăваш композиторĕн юррисене пĕрремĕш хут шăрантарнă, вĕсене халăхра сарнă юрă-кĕвĕ ăсти. Вăл Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕнче, Чăваш патшалăх академи симфони капеллинче, Чăваш паташлăх филармони çумĕнчи «Ҫавал» ушкăн йышăнче ĕçленĕ. Унăн репертуарне чăваш композиторĕсен тата халăх юррисем, хăй шăрçаланă хайлавсем пуянлатаççĕ. Вăл шăрантарнă 200 ытла вокал произведенине Чăваш тата Раççей радио фончĕсене çыртарнă.



28 ноября 2014
08:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter