Патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тата федерацин ĕç тăвакан влаç тытăмĕсенче тимлекенсемпе ĕçлĕ канашлу йĕркелесе ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх влаç органĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тата федерацин ĕç тăвакан влаç тытăмĕсенче тимлекенсемпе ĕçлĕ канашлу йĕркелесе ирттернĕ. Чи малтанах пухăнисем умĕнче Чăваш ЕнН Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсемпе республикăри вырăнти хăй тытăмлăхĕ тачă çыхăнура ĕçленине асăннă. Пур ыйтăва та вăхăтра эффективлă татса панине палăртнă. 2015 çул тата планпа пăхса хăварнă 2016-2017-мĕш çулсем валли республика бюджетне йышăннă. Правительство хăй çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçлать. Республикăра пурăнакансем Правительство ĕçĕпе кăмăллă. Вырăнта калăплана тухакан эрех-сăра калăпăшĕн кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн чарăнса тăнă.

Чăваш Республикинче лицензи тăрăх ĕçлесе пыракансем – 926, вĕсем  3447 объектра ĕçлеççĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусене илес пулсан, вырăнта калăпланса тухакан таварсене ытларах Вăрнар (53,9%), Канаш  (59,9%), Красноармейски (51,2%), Красночетайски (59,0%), Çĕрпӳ (66,3%), Шупашкар (56,5%) районĕсенче  тата Çĕнĕ Шупашкар хулинче (56,4%) сутаççĕ. Чи сахалли Улатăрта, Вăрмарта, Тăвай районĕнче. Министр НФЦ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтернин кăтартăвĕсем пирки те каласа хăварнă. Чăваш Республикинче нумай функциллĕ центрсем -27, унсăр пуçне ял тăрăхĕсенче тĕслĕхлĕ вулавăшра та халăха тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтереççĕ. Тĕллев ытларах НФЦче халăха пулăшусемпе тивĕçтересси. 2015 çуллта – 256 «пĕр чӳрече» йĕркелесе 28 НФЦ хута яма палăртнă. 2014 çулта муниципаллă пĕрлешӳсенче çурт-йĕрсемпе тивĕçтермеллин план ĕçĕсем çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков тĕплĕн паллаштарнă. 2014 çулта республикăра 857 пин кв/м  çурт-йĕр хута яма палăртнă. Кăçалхи çул кăрлач уйăхĕнчен пуçласа юпа уйăхĕ таран 531,5 пин кв. м. çурт-йĕр хута янă (98,5 процент). Республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсем оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх,  681,04 пин кв. метр чухлĕ çуртсем хăпартнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе илес пулсан - 103,2 процент. Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерессин ыйтăвĕ пирки пурлăх министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Ирина Устенко тĕплĕн паллаштарнă. Республикăра  нумай ачаллă 5222 çемьене çĕрсемпе тивĕçтерме учета тăратнă. Мĕн пур çемьесенчен 2124-шĕ çĕр лаптăкĕсене хăйсем çине регистрациленĕ, вĕсенчен 1801-шĕ харпăр хăй валли çурт-йĕр çавăрма илнĕ.   Учета илнĕ çемьесене çĕрсемпе Улатăр, Канаш, Пăрачкав районĕсенче аван тивĕçтернĕ. Çав вăхăтрах Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче ыйту кирлĕ пек пурнăçлансах пыраймасть. Енчен те çĕрсем хула таврашĕнче çителĕксĕр пулсан, юнашар районсенчен тивĕçтерни те вырăнлă. Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Филиппов çул-йĕрсем çинчи хăрушсăрлăха тытса пыма федераци бюджетĕнчен 2015 çул валли укçа-тенкĕ уйăрасси пирки каланă. Бюджет заявкисене Чăваш Ен Транспорт министерствине кăçалхи çул раштав уйăхĕн 12-мĕшĕччен тăратмаллине аса илтернĕ.

 



29 ноября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter