Элĕк районĕ: «Пукане» юмахпа çĕнтернĕ

Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче республикăри Культура керменĕнче  ачасемпе çамрăксен театр пултарулăхĕн «Юмах çăлкуçĕ» республикăри фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ. Конкурсра пурĕ тĕрлĕ районпа хуларан 50 театр коллективĕнчен 420 çамрăк хутшăнчĕ.

Культура керменĕн залĕнче конкурсра палăрнисене чысларĕç. Вĕсен шутĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи ача-пăча халăх театрĕн студине çÿрекенсем те пур. Вĕсем сцена çине «Пукане» юмахпа тухрĕç.

Фестиваль çĕнтерÿçисене тата унта хутшăнакансене тĕрлĕ номинацире дипломпа тата хаклă парнесемпе хавхалантарчĕç.



29 ноября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter