Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче йăлана кĕнĕ тăрăх, ирттерекен ХIII-мĕш Спартакиадине хутшăннă

Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче йăлана кĕнĕ тăрăх, ирттерекен ХIII-мĕш физкультурăпа-спорт Спартакиадине хутшăннă. Палăртнă мероприятие Елчĕк районĕнчи «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пухăннисене  спорт уявĕпе cаламланă май, республикăра спорта çӳреме кирлĕ пек пур услови те çителĕклĕ таран йĕркелесе панине асăннă.  Çулсеренех çĕнĕ спорт объекчĕсем çĕкленсе ларнине палăртнă. Чăннипех те Чăваш Енре пурăнакансем спорта кăмăл тăваççĕ, çакнах Раççей Президенчĕ Владимир Путин та палăртса хăварнă. Шăпах та, «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне республикăра йĕркелесе ирттернĕ май, хăй куçĕпе курса сумлă хăна ырланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пур пухăннă хĕрарăмсене Анне кунĕ ячĕпе саламланă, Вăрмар поселокĕнче çĕнĕ ача садне хута яни пирки ырă хыпара пĕлтерĕ. Ку чăнласах та ашшĕ-амăшĕсемшĕн, ачисемшĕн пысăк парне пулнине палăртнă. Хыççăн ăмăртусем пуçланнă. Чи малтанах волейболла Правительство командипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн команди тата Чăваш Енри муниципалитетсен пĕрлештернĕ команди старда тухнă. Хĕрӳ тупăшура пур ушкăна та çĕнтерсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ ертсе пыракан команда пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Çĕнтерӳ 2:0 шутпа вĕçленнĕ.  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев республикăри патшалăх влаç органĕсенче тимлекенсем тăтăшах спорта çӳренине асăннă, сывă пурнăç йĕркине тытса пынине каланă. Чăнласах та республика Пуçлăхĕ, хăйĕн тĕслĕхĕпе пурне те спорта çӳреме хавхалантарать. «Кам яланах спорта çӳресе, хăйне тытса пырать – вăл ыттисенчен эффектлăрах курăнать», - тесе уççăммăн каланă Михаил Игнатьев.  ХIII-мĕш Спартакиадăн пĕтĕмлетӳ тапхăрĕнче шывра ишессипе, дартс тата волейболпа ăмăртусем иртнĕ. Дартс вăййисенче министерстăсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Чăваш Ен Спорт министерстви, иккĕмĕшне – Финанс министерстви, 3-мĕшне – Информаци политикин министерстви тивĕçнĕ. Шывра ишессипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрациине çитекеннисем пулман, вĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕмĕшне – Спорт министерстви, виççĕмĕшне – Пурлăх министерстви çĕнсе илнĕ. Волейбол вăййисенче пĕрремĕшне – Ĕçпе тивĕçтерекен служба, иккĕмĕшне – Ял хуçалăх министерстви, виççĕмĕшне – Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администраци ушкăнĕ тивĕçнĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче çĕнтерӳçĕсем: дартспа - Вăрнар районĕ, шывра ишессипе – Шупашкар районĕ, волейбол выляссипе – Канаш хули спортсменĕсем пулнă. Федерацин ĕç тăвакан влаç тытăмĕсем хушшинче: дартспа малти вырăна  Казначейство управленийĕ, шывра ишессипе – Чăваш Енри ШĔМ, волейбол вылассипе – Чăваш Республикинчи ШĔМ. Пурне те тепĕр хут спорта хутшăннишĕн тав туса, малашне те çитĕнӳсем туса пыма сĕнетпĕр.

 Тĕплĕнрех



30 ноября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter