Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячĕпе саламлани

 Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

 

Сире Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп!

Ҫак уяв пирӗншӗн уйрӑм пӗлтерӗшлӗ. Ха­лӑх пӗрлӗхӗ, вӑл пат­тӑр­лӑх кӑтартма хатӗр пулни хуть хӑш саманара та Тӑван ҫӗршывӑ­мӑ­рӑн мӑ­наҫ­лӑхӗн никӗсӗ шутланать.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен ытти тӑрӑхран эва­куаци йӗркипе куҫса килнӗ 70 пин ытла ҫынна йышӑннӑ, вӗсемшӗн иккӗмӗш тӑван кил пулса тӑнӑ. Республикӑра пурӑнакансем хӑйсен мӗн пуррине тарса килнисемпе ҫурмалла пайланӑ, тӑван ҫӗрне хӑварма ти­внӗ ҫын­сене  хӑйсен чун ӑшшипе ӑшӑтнӑ. 

Хальхи вӑхӑтри Чӑваш Ен халӑхӗ те тараватлӑхне тата ырӑ кӑ­мӑл­не туллин ҫирӗплетрӗ: ялан пурӑнакан вырӑнтан ирӗксӗртен куҫ­са килме тивнӗ Украина ҫӗршывӗн пин-пин гражданинӗ пирӗн па­тӑ­мӑрта хӑйне ки­лӗнчи пек туйтӑр тесе мӗн кирлине пурне те туса пачӗ.  

Пӗрлӗхпе пӗрлешӳлӗх, паттӑрлӑх тата пирӗн ҫынсем хӑйсене хӑй­сем шеллеменни, йывӑрлӑхсене пӗрлехи вӑйпа ҫӗнтерме пӗл­ни кӑҫалхи юпа уйӑхӗн варринче, республикӑна ҫут ҫанталӑк ин­кекӗ сиен кӳнӗ вӑ­хӑтра, туллин палӑрчӗ. Эпир хамӑра пулӑшу кирли ҫин­чен пӗлтерсен Раҫ­ҫейӗн 9 регионӗнчи энергетика комплексӗн ӗҫ­ченӗсем пире пулӑшма тӳрех ки­лӗшрӗҫ. Юсав бригадисем, хуласемпе районсенчи ҫурт-йӗрпе ко­м­му­нал­лӑ хуҫалӑх предприятийӗсен ӗҫченӗсем, Чӑваш Енре пурӑ­на­кан мӗн пур ҫын туслӑн тата васкавлӑн ӗҫленине пула ҫан­талӑкӑн кӑткӑс та йы­вӑр условийӗсенче юсав ӗҫӗ­сене чи кӗске тапхӑрта халиччен пулман ка­лӑпӑшпа туса ирттерме тата япӑх ҫанталӑка пула сиен тӳснӗ ялсене электричествӑпа тивӗҫтерме май килчӗ.

Ҫапах та эпир инкекре кӑна мар чӑмӑртанма пӗлетпӗр. Вӑйсене пӗр­лештерсе, 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9–11-мӗш кунӗсенче эпир Раҫ­ҫей­ри, Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне кӗрекен ҫӗршывсенчи тата тӗнчери  спорт пӗрлӗхӗ валли чи ҫӳллӗ шайра анлӑ та аслӑ «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» форум йӗркелесе ирттертӗмӗр. Раҫҫей Президенчӗ Вла­­­­димир Владимирович Путин, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин чле­нӗсем, тӗнчери 20 ҫӗршывпа Раҫҫей Федерацийӗн 81 субъекчӗн пред­­­­ставителӗсем чӑваш халӑхӗн чун тараватлӑхне туллин туйса илчӗҫ, чун-чӗрине иксӗлми вӑй-халпа тата лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа пуян­латрӗҫ.

Хаклӑ туссем, эпир чӑннипех те пӗр пӗтӗм халӑх! «Ялпа, мирпе, халăхпа пĕрле» эпир кирек мӗнле тӗллеве те пурнӑҫлама пултаратпӑр!

Хӑйсен ӗҫ-хӗлне Чӑваш Республикин территорийӗнче пурнӑҫлакан йӑлари тӗнсен тата наци пӗрлӗхӗсен представителӗсене тӑнӑҫлӑха тата пӗрлӗхе сыхласа упрас енӗпе тӑвакан пархатарлӑ ӗҫӗшӗн уйрӑммӑн тав тӑватӑп.

Пурне те ҫирӗп сывлӑх, мӗн пур ырӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем, чун ҫура­ҫу­лӑхне, юрату, телей тата ырлӑх сунатӑп! 

 

Чӑваш  Республикин Пуҫлӑхӗ                                     М.В. Игнатьев



04 ноября 2014
07:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter