Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей халăхĕн пĕрлехи çемйи» наци культурисен республикăри фестивальне хутшăннă

 Чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей халăхĕн пĕрлехи çемйи» наци культурисен республикăри фестивальне хутшăннă. Паллă пулăма Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Мероприятие пуçличчен, Михаил Игнатьев Чăваш Енри наци культурисен куравĕсене пăхса çаврăннă. Зинаида Воронова наци халăх тумне хăй çĕлесе тăратнă курав та пурне те тыткăна хăйне евĕрлĕхĕпе илнĕ. Тĕрлĕ енлĕ курав пурин кăмăлне те уçса янă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ нумай нациллĕ Раççей халăхĕшĕн тĕп уяв, патриотизма кăтартса паракан пулăм пулса тăнине асăннă. «Чăваш Республикинче тĕрлĕ нацисен 128 представителĕ пурăнать. Пирĕн халăх ырă кăмăллăхпа, таса чунлăхпа ыттисенчен уйрăлса тăрать. Паянхи кун та ялсенче пĕтĕм халăх пĕрле хар тăрса çуртсем çĕклесси ырă йăла пурнăçланса пырать. Уйра та вĕсем пĕрне-пĕри пулăшса ĕçлесе пыни куç кĕретех. «Йышпа тем те тума пулать», - тесе ахальтен каламан халăхра. Пирĕн тĕп тĕллев – Чăваш Енре пурăнакансен ыранхи куна шанчĕр тесе мĕн кирлине пĕтĕмпех условисем йĕркелесе парасси. Пĕрлĕхре пирĕн вăй!», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш культурине упрас ĕçре пысăк витĕм кӳнишĕн, Пĕтĕм Раççейри Азербайджан Конгрессĕн обществăлла организацийĕн регионти уйрăмĕн председательне Азиз Бадирова, Чăваш наци конгрессĕн регионсем хушшинчи обществăлла организацийĕн Президиум членне Юрий Зорина, Шупашкарти Мордва культурин центрĕн обществăлла организацийĕн филиал председательне Любовь Петряковăна тата Чăваш Енри вырăс культурин центрĕн обществăлла организацийĕн председателĕн çумне Ольга Сергеевăна Тав çырăвне тата Чăваш Республикин символикиллĕ алла çыхмалли сехете парса хисеп тунă. «Раççей халăхĕн пĕрлехи çемйи» наци культурисен республикăри фестивалĕ гала-концертпа вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



04 ноября 2014
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter