Чăваш Енре ĕçсĕррисен хисепĕ çулталăк пуçланнăранпа 17,8 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ

Чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен  патшалăх службин ертӳçи Сергей Дмитриев республикăра халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе йышăннă программăсем еплерех пурнăçланса пыни пирки чарăнса тăнă. Кăçал 2014 çулта асăннă ыйтупа ĕçлеме 469,4 млн.  тенкĕллĕх тăкакланма палăртса хунă. Чăваш Енри патшалăх прграммине хутшăнма кăмăл тунисен хисепĕ 2014 çулта 80877 çынна çитнĕ. Çулталăк планĕпе пăхнă тăрăх, 89,3 процентпа танлашать, пурĕ 72222 çын пулăшăва туйса та илнĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен служба урлă  36680 çын ĕçе вырнаçнă. Пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре ĕçпе тивĕçтерес кăтарту 87,4 процента çитнĕ, Раççей субьекчĕсем хушшинче 2-мĕш вырăна тухнă. Кăрлач-авăн уйăхĕсем хушшинче пурĕ сусăрланнă 710 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Палăртнă кăтарту РФ регионĕсем хушшинче 6-мĕш вырăнта тăрать. Унсăр пуçне ирĕксĕр Украинăран куçса килнĕ граждансемпе ĕçпе çыхăннă ыйту пирки ятарлă калаçусем йĕркеленĕ. Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне, Украинăран килнĕ 480 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Çамрăксене ĕçе кӳлĕнтерес ыйту та кун йĕркинчех. Паянхи куна 16179 çамрăка ĕç тупса панă, вăл 100,5 процентпа танлашать. Обществăлла ĕçе 5994 яш-кĕрĕме вырнаçтарнă (89,2 процент). Рабочий профессийсене алла илес пирки те кулленех калаçусем йĕркеленĕ. Палăртнă ыйтупа çулталăк пуçланнăранпа 27833 граждан ыйтăвне татса панă. Çакнашкал ĕçсене йĕркелени, ĕçсĕррисен хисепне пĕчĕклетме май парĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ хăйĕн сăмахĕнче, юлашки 3-4 çул хушшинче ĕçсĕррисен хисепĕ пĕчĕк пулнипе малтисен вырăнĕнче тăнине асăннă. Кăтартăва малашне те упраса хăварма тăрăшмаллине палăртнă.  Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин патшалăх контракчĕсем пурнăçа еплерех кĕрсе пынин ыйтăвĕсем пирки сăмах пуçарнă. Кăçал 9 уйăх хушшинче патшалăх тата муниципалитет контракчĕсене 8 млрд. тенкĕллĕх пурнăçланă, вĕсенчен 3,3 млрд тенки патшалăх контракчĕпе çыхăннă. Бюджет эффективлăхĕ 299 млн. тенкĕллĕх пулнă, тепĕр майлă каласан 9 процент. Йĕрке пăснисен хисепĕ – 46, вĕсен хакĕ 85 млн. тенкĕллĕх. Суда панă тĕслĕхсем те пулкаланă. Чăваш Енри суд приставĕсем патĕнче те ĕçе пурнăçламалли енĕпе йышăннă документсем пур.  Суд йышăнăвĕсемпе Иван Моторин май килнĕ таран ытларах тимлĕх уйăрса ĕçлеме сĕннĕ. Парăмсен укçисене вăхăтра пухса илсе, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çийĕнчех пурнăçа кĕртме май пултăр тенĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрациийĕн Ертӳçин ĕçне вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа ирттернĕ уяв мероприятийĕсем пирки тĕплĕн чарăннă. Чӳк уйăхĕн  1-4-мĕш кунĕсенче республикăри пур муниципалитетсенче те пысăк мероприятисем иртнĕ. Паллах, чи сумлă та пысăк пулăм Шупашкарта «Раççей халăхĕн пĕрлехи çемйи» республика фестивалĕнче 10 пине яхăн çын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă.  Уявсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем тупса палăртман.



05 ноября 2014
14:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter