Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа «Чăваш Республикинчи халăхсен этнокультура аталанăвĕ» ятпа паллă пулăм иртнĕ

 Чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа  «Чăваш Республикинчи халăхсен этнокультура аталанăвĕ» ятпа çавра сĕтел мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ ĕçе хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ ĕмĕрсен историйĕнче пĕрлехи çемьесем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнни, вĕсен шăписем те пĕр пек пулни куç кĕретех пулнине асăннă. Раççей халăхĕ нумай ĕмĕрсем  хушшинче чи кирлине – хăйĕн тĕнне, йăли-йĕркипе культурине, чĕлхе пуянлăхне упраса хăварма пĕлнĕ. «Темĕнле йывăр самана тапхăрĕсенче те Раççей халăхĕ хăйĕн пĕрлĕхне тытса пыма пĕлет, унăн вăйĕ пуриншĕн те куç кĕретех», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Пирĕн халăх  тепĕр хутчен хăйĕн ырă туйăмне, таса чунлăхне кăтартса, Украинăран ирĕксĕр куçса килнĕ халăха тăван çĕре, тăван киле кĕртнĕ пек йышăнма пултарчĕ. Хальхи вӑхӑтри Чӑваш Ен халӑхӗ те тараватлӑхне тата ырӑ кӑ­мӑл­не туллин ҫирӗплетрӗ: ялан пурӑнакан вырӑнтан ирӗксӗртен куҫ­са килме тивнӗ Украина ҫӗршывӗн пин-пин гражданинӗ пирӗн па­тӑ­мӑрта хӑйне ки­лӗнчи пек туйтӑр тесе мӗн кирлине пурне те туса пачӗ. Пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлесе пынине кура, çапах та эпир инкекре кӑна мар чӑмӑртанма пӗлетпӗр. Вӑйсене пӗр­лештерсе, 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9–11-мӗш кунӗсенче эпир Раҫ­ҫей­ри, Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне кӗрекен ҫӗршывсенчи тата тӗнчери  спорт пӗрлӗхӗ валли чи ҫӳллӗ шайра анлӑ та аслӑ «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» форум йӗркелесе ирттертӗмӗр», - тенĕ.  Пирĕн вăй – пĕрлĕхре! Азербайджан Конгрессĕн Чăваш Енри уйрăмĕн обществăлла организацийĕн председателĕ  Азиз Бадиров хăйĕн сăмахĕнче,  халăхăн пуянлăхĕ культурăна упрама пĕлнинче, - тесе палăртнă. Çавăнпа та пĕр-пĕрин йăли йĕркине, культурине тытса пырас ĕçре кашнин витĕмлĕх кӳмеллине каланă. Тĕплĕнрех



05 ноября 2014
09:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter