Каçал ен районĕ: ырă сунса юбиляр патне

Ветерансене, тыл ĕçченĕсене сумлă юбилейпа саламласси традицине кĕчĕ.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Янкасси ялĕнче пурăнакан сумлă ватă – Мария Петровна Соколова 90 çул тултарчĕ.

Юбилей ячĕпе Мария Петровнăна Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов саламларĕç, парнесем пачĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

Марье аппа 16 çулта чухне Владимир облаçне торф кăларма кайни, вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăçа аса илсе, паянхи куншăн çĕршыв ертÿçисене ырă та мирлĕ пурнăçа тытса пынăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Паянхи кун 90 çулхи кинемей, ывăлĕсем ĕçлеме тухса кайсан, 18 чун сурăха хăех пăхать.

Çуралнă кун ячĕпе ватăна саламлама ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Хăйне çавăн пек хисеп тунăшăн Мария Петровна пурне те тав турĕ.



05 ноября 2014
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter