Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа ирттернĕ уява хутшăннă

 Чӳк  уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта Хĕрлĕ лапамра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа ирттернĕ, уяв мероприятине хутшăннă. Торжествăлла митинга Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Енри регионти уйрăмĕн секретарĕ  Николай Малов, Шупрашкар хулин депутатсен пухăвĕн депутачĕсем, тĕрлĕ наципе культура пĕрлешĕвĕсем, обществăлла деятельсем пухăннă. Пĕтĕмпе торжествăлла пулăма тĕп хуламăртан тата килнĕ хăнасем 10 пине яхăн çын пуçтарăннă. Пухăннă халăх умĕнче Раççей Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн шаннă çынни Афганистанра сусăрланнă çынсен Пĕтĕм Раççейри  обществăлла организацийĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Геннадий Матвеев,  республикăра тухса тăракан «Хыпар» хаçачĕн ертӳçи, халăх поэчĕ Валерий Тургай,  Олимп вăййисен чемпионки, Шупашкар хулин Хисеплĕ çынни, тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Николаева,  Шупашкарти 5-мĕш гимназийĕн директорĕ, Чăваш Енри учительсен ассоциацийĕн Председателĕ Инна Исаева, Шупашкарти электроаппарат заводчĕн директорĕ Сергей Кольцов, Севастопольри чăваш наципе культура обществин председателĕн çумĕ Владимир Мочалов тухса калаçнă. Уяв программи РФ Патшалăх гимнĕпе пуçланнă. Хыççăн илемлĕ юрă ташшă кĕрлесе кайнă. Волонтерсем Раççей тата Чăваш Ен, Шупашкарăн ялавĕсене харăссăн алла-аллăн тытса утнă. Уçă пĕлĕте шурă, кăвак, хĕрлĕ шарсем пĕрин хыççăн тепри вĕçсе хăпарса кайнă.  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ шайри влаç органĕсенче тимлекенсен, обществăлла организацисен, политика партине тытса пыракансен наци килĕшĕвне тытса пымаллине каланă.   «Эпир яланах асăннă ыйту çине пысăк яваплăха туйса  тимлĕх уйăратпăр. Регион ертӳçи пулнă май, манăн тĕп тĕллев – туслăха тытса пырса, пĕр-пĕринпе килĕшсе пурăнса, политикăна тĕрĕс тытса пырасси», - тесе асăннă Михаил Игнатьев. «Эсир хăвăрах куратăр, Раççей халăхĕ килĕшӳре, туслăхра, пĕрлĕхре пурăннине. Шăпах та çакăнта пирĕн вăй. Митинга эпĕ республика Пуçлăхĕ пек мар, ахаль Чăваш Енре пурăнакан çын пек хутшăнатăп. Эпĕ Чăваш халăхĕшĕн мăнаçланатăп, савăнатăп. Хамăрăн юратнă Раççейпе Чăваш Республикине чăнласах та юрататăп. Çынсем пĕрне-пĕри ăнланса савăнса кулни те куç кĕретех. Вĕсем пур те телейлĕ пурăнасшăн. Пирĕн вара влаç ораганĕсенче ĕçлекенсен, вĕсене валли кирлĕ пек лайăх условисем йĕркелесе парасси. Ун чухне, çĕнтерӳ яланах пирĕн алăра пулĕ», - тесе хăй шухăшне палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех

  



05 ноября 2014
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter