Елчĕк районĕ: Г.Н.Волковăн çуралнă кунне халалласа

2014 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Çĕр - шыв педагогикин патриархĕн, аслă учителĕн, ăслă, талантлă çыннăн, Г.Н.Волковăн çуралнă кунне халалласа чăваш халăх юррисемпе йăла-йĕркисен фестивалĕ иртнĕ. Уява 1 класран пуçласа 11 классем хутшăнчĕç. 1-4 классенче вĕренекенсем чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç. Пĕчĕк каччăсемпе пикесем чăваш тумне тăхăнса, сăпка юрри юрлани пурне  те тыткăнларĕ. Чăваш халăх йăли-йĕркисемпе вара вăтам тата аслă ÿсĕмрисем паллаштарчĕç:  салтака ăсатрĕç, вăййа  тухрĕç, уллах ларчĕç. 5 класра вĕренекен ачасем вара (хатĕрлекенĕ Хушкина Н.З.) чăваш халăх еткерлĕхне, чăваш чĕлхи пуянлăхне  хăйсен пултарулăхĕпе уçамлăн кăтартса пачĕç. Фестивале Г.Н.Волкова хисеплекенсем, унăн ĕçне малалла тăсакансем, верентекенсем тата унăн мăнукĕсем пуçтарăнчĕç.

Фотохроника



05 ноября 2014
11:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter