Элĕк районĕ: «Сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса

Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕччен республикăра «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци иртет. Ăна уйрăм çынсем хушшинче тата общество приоритетĕнче сывă пурнăçа йĕркелес, харпăр хăй сывлăхĕ, тавралăх енĕпе яваплăрах тăвас, ырă мар туйăмсене хирĕçле комплекслă профилактика мероприятийĕсене явăçтарас тĕллевпе ирттереççĕ. Элĕк районĕнче те тĕрлĕрен мероприяти пулать. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче районти тĕп вулавăшра Элĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем валли «Наркотиксене «çук» тесе кала!», «Эпĕ пурнăç суйлатăп» ятпа тĕл пулу иртрĕ. 11-мĕш «б» класра вĕренекенсем умĕнче Г.Степанова наркологпа Элĕк чиркĕвĕн настоятелĕ Виктор атте тухса калаçрĕç.

Библиотека ĕçченĕсем ку мероприяти тĕлне «Тамăка çитерекен çулсем» ятпа кĕнеке куравне йĕркеленĕ.



06 ноября 2014
07:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter