Чăваш радиовĕ - Юнтапа шкулне çитсе курчĕ

Юнтапа шкулне Чăваш радио ĕçченĕсем хăнана килчĕç. Педагогсем вĕсене шкулпа паллаштарчĕç: ППЭ пирки каласа пачĕç, тĕрлĕ тема çĕклерĕç. Кунта вĕренекенсен «Надежда» пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче те чарăнса тăчĕç. Шкулти волонтерсен ушкăнĕ Андрей Аркадьевич Аркадьев вăрçă ветеранĕ патне çитсе курчĕ. Юнтапа шкулĕ радиопа тата телевиденипе тачă çыхăнура ĕçлет. Массăллă информаци хатĕрĕсем урлă хамăр çитĕнÿсем çинчен пĕлтерни малашлăхра татах та пысăкрах, пĕлтерĕшлĕрех ĕçсем тума хавхалантарать.

 



06 ноября 2014
07:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter