Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Çумĕ Ольга Голодец ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă

 Чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин  Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Çумĕ Ольга Голодец ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн ашшĕ-амăшĕ хӳтлĕхĕсĕр юлнă тата тăлăх ачасене ырă çемйесене куçарасси пирки ыйтăва сӳтсе явнă. Канашлăва уçнă май, Ольга Голодец хăйĕн сăмахĕнче Раççей Федерацийĕн пур регионĕсенче те тăлăха юлнă ачасене вырнаçтарассипе тимлĕн ĕçленине, ашшĕ-амăш хӳтлĕхĕсĕр юлнă пепкесене ура çине тăратасси пирки лайăх ĕçленине асăннă. Раççей Федерацитйĕн вĕренӳ Министрĕ  Дмитрий Ливанов хăйĕн доклатĕнче тăлăх ачасен хисепĕ кулленех чакса пынине палăртнă. Паянхи куна илес пулсан, тĕпренчĕксен хисепĕ пурĕ те 92 пин çеç. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 90 пин ачана çемьесем усрава илме те палăртса хунă. Чăваш Республикинче пур влаç тытăмĕнче те тимлекенсем лайăх ĕçлесе пыни куç кĕретех. 2010 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне – 3876 ача, 2013 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне  - 3536 çын, 2014 çул юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3432 çынна шута илнĕ. Пепкесене ырă çемьесем илнине кура, ачасен çурчĕсене пĕчĕклетме тивнĕ. Интернат учрежденисем те хупăннă. Калăпăр, Канашра, Çĕрпӳре, Улатăрта интернат шкулсем ĕçлеме пăрахнă. Куславккара, Етĕрнере Канашра ача çурчĕсем пăрахăçланнă. Паянхи кун, лайăх çемьесем тăлăх ачасене ура çине тăратас тесе пĕр-пĕринчен ырă тĕслĕхе пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Пурĕ республикипе илсен  ача çурчĕсем виççĕ, ятарлă шкул интернатсем саккăр, сусăрланнă пепкесем валли 2 çурт, социаллă хӳтлĕх паракан пĕр интернат çурчĕ çеç тăрса юлнă.  721 çемье пурĕ 1099 тĕпренчĕке усрава илнĕ.  Танлаштарса пăхма, ачасене усрава илнĕ çемьесем: 2013 çулта – 654, 2012 çулта -571.  Ачасене усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсене ĕç укçипе те тивĕçтереççĕ. 1-2 ачана усрава илсен – уйăхне 3295 тенкĕ, виççĕ е ытларах ачана усрасан – 4680 тенкĕ илсе пыраççĕ.  Тĕрлĕ енлĕ, паллах майсем пур, патшалăх çителĕклĕ таранах витĕм кӳрет.  Малашне те самана ырă енне улшăнĕ, тăлăх ачасен хисепĕ пачах та пулмĕ.



06 ноября 2014
14:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter