Волейболистсем тупăшрĕç

Икĕ кун Элĕкри «Хĕлхем» ача-пăча спорт шкулĕн спорт залĕнче вĕренекенсен сасси кĕрлесе тăчĕ. Кунта республикăра мала тухассишĕн тупăшакан хĕрсемпе каччăсен зонăри ăмăртăвĕсем иртрĕç. Тунти кун юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче хĕрсен командисем вылярĕç. Вăйăсем питĕ çивĕч кĕрешÿре иртрĕç. Нихăш команда та парăнасшăн пулмарĕ. Финала Çĕнĕ Шупашкарпа Хĕрлĕ Чутай командисем тухма пултарчĕç. Тепĕр кун каччăсем тупăшăва хутшăнчĕç. Хальхинче те хула спортсменĕсем вăйлăрах пулчĕç. Финалти вăйăсене хутшăнма Шупашкар тата Çĕмĕрле çамрăкĕсем тивĕçрĕç.

 



06 ноября 2014
07:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter