Чăваш Енре тата та икĕ çĕнĕ ача сачĕ хута кайнă

 Чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕçлĕ визитпа Улатăрпа Канаш районĕсене çитсе килнĕ. Асăннă районсенче иккĕшĕнче те çĕнĕ ача сачĕсем хута кайнă.  Шкул çулне çитмен ачасене валли учрежденисене,  Чăваш Республикинчи патшалăх программипе килĕшӳллĕн пурнăçа кĕртнĕ. 2012-2020 çулсенче вĕренӳ тытăмне аталантарас тесе  федерацирен, республикăран тата вырăнти бюджетран укçа-тенкĕ уйăрса пыраççĕ. Улатăр районĕнчи Чуварлей салинче ача садне хăпартса лартма 61 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. Кунта харăсах 80 пепке ача садне çӳреме пултарать. Шкул çулне çитмен ачасене аталантарса пыма паллă объектра çителĕклĕ таранах пур услови те йĕркелесе çитернĕ. Ачасене хускану тума, кĕвĕсене вĕренме, çул-йĕр правилисене хăнăхса пыма мĕн кирли пĕтĕмпех пур. Пепкесене апатлантарма та ятарлă уйрăм хатĕрленĕ. Канаш районĕнчи Шăхасан салинче хута кайнă ача садне харăсах 92 ача çӳреме ирĕк пур. Кунта объекта кивĕ шкул вырăнĕнче çĕнĕрен икĕ хутлă хăтлă çурт хăпартса лартнă. Сметăпа палăртнă тăрăх, ача садне  çĕклесе лартма 38,7 млн. тенкĕллĕх кайса ларнă. Асăннă учрежденире апатлантару, кĕвĕ, гимнастика ирттерме, медицина пӳлĕмĕсене уйрăммăн хатĕрленĕ. Кунта пӳлĕмсем питĕ илĕртӳллĕ. Пур хатĕр те хальхи пурнăçпа килĕшсе тăрать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче паллă пулмсене уçнă ятпа саламланă май, юлашки çулсенче республикăра ача сачĕсене хута ярас ыйтупа тимлĕн ĕçлесе пынине асăннă. 2011-2013 çулсенче 23 ача сачĕ хута янă, вĕсенче 3870 пепке хăйсен  кăмăлне тултарать. Çак ĕçсене йĕркелесе ирттерме 1 млрд.649 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. Кăçалхи çул тата та 14 ача садне çĕклесе лартма палăртнă, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем паянхи куна ĕçлеççĕ те. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле ыйтăва пĕтĕмпех татса пама палăртнă, ача сачĕсен алăкĕсем пур те уçăлĕç. «Республика Правительстви малашне те шкул çулне çитмен ачасене ача садне вырнаçтарас ыйтупа активлă ĕçлесе пырĕ», - тесе çирĕппĕн каланă Иван Моторин.

Тĕплĕнрех



07 ноября 2014
16:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter