Анне пурри - пурнăç илемĕ

Аннеçĕм - пурăнăç чечекĕ,

Аннеçĕм - пирĕн чун ăшши,

Аннесенче - кил -çурт илемĕ,

Аннеçĕм - эсĕ пирĕшти.

       Çулсеренех Москакасси ял тăрăхĕнче Аннесен уявне савăнăçлă ирттерме тăрăшаççĕ Москакассинчи информаципе культура центрĕнче ĕçлекенсем. Кăçал та çак йăлана пăрахмасăр, ноябрĕн 29 - мĕшĕнче, культура центрĕнче уява чаплăн ирттертĕмĕр.

       Асăннă вăхăта культура Çуртне куракансем чылайăн пухăнчĕç. Кăçал çак уява Москакассинчи нумай ачаллă, ачасене усрава илнĕ аннесене, çак уйăхра çуралнă юбилярсене йыхравларăмăр. Чĕннĕ аннесем уява килме хаваспах килĕшрĕç.

      Чаршав уçăлсан, сцена умне , «Шураппа» фольклор ушкăнĕ тухрĕ. Çак ушкăна ертсе пыракан С.Н.Ершова, залра ларакан пур аннене те чун-чĕререн саламларĕ. «Шураппа» ушкăн аннесене халалланă юрăсене шăрантарчĕ.

      Сцена умне юратнẵ аннесене, кукамайсене, асаннесене саламлама Москакасси ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Рена Геннадьевна тухрĕ. Вăл Москакасси ял тăрăхĕ ячĕпе залра ларакан аннесене чун-чĕререн саламласа, пурнăçра телей те ырă кун-çул сунчĕ.

      Пирĕн тăрăхра кăçал 3 çемье йышлă çемье шутне кĕчĕ. Вĕсен пурин те 5-шер ача. Çак пепкесен амăшĕсем çаксем: Вăрманкас Хачăкран - М.А.Антонова, Сидуккассинчен - Г.В.Семенова тата Мăрсак ялĕнчен - С.М.Любимова. Ача амăшĕ хăйĕн ăшшине, юратăвне ачисене пиллет. Амăшĕн юратăвĕ кашни валлиех çитет. Нумай ачаллă çемьесенче çак юрату чакма мар, хушăнсах, çирĕпленсех пырать. Нумай ачана пăхса çитĕнтерме мĕн тери вăй -хал кирлĕ, çирĕп кăмăл, ăшпиллĕх кирлĕ. «Калăр - ха тархасшăн, çак ачасене çитĕнтерме паянхи кун сире çăмăл -и, е йывăр?» - тесе ыйтсассăн, аннесем çапла хуравларĕç. «Çемьери пур ĕсе те мăшăрпа пĕрле килĕштерсе туса пырсан, пĕр - пĕрне ăнлансан - пачах та йывăр мар» - терĕç çамрăк аннесем.

      Нумаях пулмасть çак сцена çинче Людмилăн илемлĕ сăнарĕ ялкăшатччĕ. «Шуçăм» ушкăна хаваспах хутшăнатччĕ. Вăл сцена çинче вĕлтĕр - вĕлтĕр ташлани паянхи кун та куç умĕнче… Шкул пĕтерсенех качча тухрĕ, ача çуратрĕ. Шел пулин те çак савăнăç нумая пымарĕ - Людмилăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Хăйĕн амăшĕн юратăвне, ăшшине Кристина хĕрĕ илсе юлаймарĕ. Амăшĕ Кристининăна 2-мĕш класа яма çипуçĕсене те хатĕрлесе хунăччĕ, анчах пĕчĕк хĕрне шкула яраймарĕ, хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлаймарĕ, савăнаймарĕ. Тискер те ирсĕр алăсем çамрăк хĕрарăмăн пурнăçне вăхăтсăр татрĕç. Паянхи кун Кристина хăйĕн тăванĕсем патĕнче кил ăшшине тупнă. Уйкас Хачăкра пурăнакан Маргарита Васильевна Колесникова, Кристинăна амăшĕн ăшшине, юратăвне парнелеме тăрăшать. Кристина та амăшĕ пекех шкулти ташă ушкăнне çÿрет, вĕренÿре йĕлкĕрсе пырать.

      Çавăн пекех Ивановка ялĕнче пурăнакан Анастасия Николаевна Егорова та хăйĕн икĕ мăнукне тĕрĕс - тĕкел ура çине тăратас тесе, ырми - канми тăрăшать. 4-мĕшпе 2-мĕш класа каякан арçын ачасене пăхма йывăртарах çавă. Çапах та Анастасия Николаевна пуçне усмасть. Вĕсене ирхине шкула ăсатать, хăй вара ĕçе васкать. Сахал мар кирлĕ çавă вĕсене пăхса çитĕнтерме укçа-тенкĕ.

     Москакасси ял тăрăхĕ çултан - çул юбилярсемпе пуянланса пырать. Ноябрь уйăхĕнче çуралнă юбилярсем те культура Çуртĕнче уяв кĕрекине хăт кĕртрĕç. Акă вĕсем: Э.А.Терентьева - 50 çул, З.В.Степанова - 55 çул, Е.Ф.Романова - 65 çул. Вĕсем виççĕшĕ те «Передовик» ял хуçалăхĕнче чылай çул хушши вăй хунă.

     Кашни тухакан анненех «Шуçăм» тата «Шураппа» ушкăнĕсене çурекен артистсем уйрăмшарăн тухса уяв ячĕпе саламласа, Москаксси ял тăрăхĕ ячĕпе асăнмалăх парнесем парса, тĕрлĕрен илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç..

    Чылая тăсăлчĕ çак савăнăçлă уяв. Куракансем те çав тери кăмăллă юлчĕç çак каç уява килнишĕн. Ырă сăмахсем те каласа хăварчĕç артистсене.

    Чăннипех те ăшă кăмăлпах иртрĕ çак ăшпилĕхлĕ уяв. Юлашкинчен Аннесем хăйсем пĕçерсе килнĕ тутлă кукăль-çăмахпа сăйланчĕç, вĕри чей ĕçрĕç, чылайччен шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç. Çак уява йĕркелекенсене тав сăмахĕсем каларĕç.

   

    Москакасси ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Г.Г.Голубева. (Муркаш районĕ)



01 декабря 2014
15:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter