Ĕç ветеранĕ ятне тивĕçмелли стаж икĕ çул çурă чакать

Нумай çул ĕçленĕ çынсене патшалăх пулăшăвĕ парас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ноябрĕн 26-мĕшĕнче «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илмелли стажа 2,5 çул чакарма указ кăларнă. Çĕнĕлĕх 2015 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ. 37 çул та 6 уйăхран кая мар ĕç стажĕ пухнă хĕрарăмсем тата 42 çул та 6 уйăх ĕçленĕ арçынсем хисеплĕ ята тивĕçĕç. Асаилтеретпĕр: ĕç стажĕпе ветеран ятне парасси 2012 çулхи январь уйăхĕнчен пуçланнă. Унччен «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята Чăваш Енри 2089 çын тивĕçнĕ. Паянхи кун пысăк ĕç стажне кура 27 пине яхăн çыннăн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят пур. Çĕнĕ указ вăя кĕрсен хисеплĕ ята тивĕçекенсен йышĕ тата 10 пинрен кая мар хушăнĕ. Сумлă ят пурри ĕç ветеранĕсене пенси çумне уйăхсерен 1082 тенкĕ илме тата çыхăну пулăшăвĕсен тӳлевĕн çуррине чакарма май парать.



01 декабря 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter