Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи коммерцисĕр организацисен I-мĕш Форумĕн ĕçне хутшăннă

 Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи коммерцисĕр мар организацисен I-мĕш Форумĕн ĕçне хутшăннă. Палăртнă мероприятин ларăвĕнче Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов пулнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Форума пухăннисене саламланă, паянхи кун çăмăлах мар лару-тăру вăхăтĕнче чăннине калани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Асăннă мероприятин ĕçне анлăрах сарасси пирки каласа хăварнă. Çитес мероприятие, Форум ĕçне ял тăрăхĕсенче те йĕркелесе ирттерсен аван пулнине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев обществăлла организацисен ертӳçисене тав сăмахĕ каланă, паянхи куна НКО граждансен обществине йĕркелесе тытса пынине асăннă. «Эпир, влаç органĕсенче тимлекенсем, тăтăшах халăх ыйтăвĕсем çине тимлĕх уйăратпăр, вĕсене çийĕнчех татса парассипе ĕçлесе пыратпăр.  Кулленех тĕрлĕ аудиторисене тухса калаçатпăр, вĕсен шухăш-кăмăлĕсене, сĕнĕвĕсене итлетпĕр. Пур-пĕрех çак ĕçсем çителĕксĕр», - тесе каланă хăй шухăшне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Форум ĕçĕнче тăратнă пур ыйтăва та тĕплĕн тишкерсе тухма, сĕнĕвсене шута илме шантарнă.  Обществăлла ĕçсенче çитĕнӳсемпе ĕçлесе пынишĕн, ветерансене социаллă пулăшу парас ĕçре, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре витĕм кӳнишĕн Михаил Игнатьев Чăваш Республикин ветерансен обществăлла организацийĕн председательне  Анатолий Пуккина Хисеп грамотине парса чысланă. Харпăрхăй тĕллĕн ĕçлесе пыракан предпринимателе Альберт Ильина, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи патшалăх сужбипе халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн филиалĕнче вĕренекен студенткăна Олеся Федоровăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе алла çывхмалли сехете парса хавхалантарнă. Раççей Федерацийĕн Общество палатинче нацисем хушшинчи килĕшĕве тытса пырассипе ĕçлекен комиссийĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Григорьев влаçпа республикăн общественноçне ырласа хăварнă, Форум ĕçне пысăк шайра йĕркелесе ирттернишĕн, сăмаха май, Чăваш Ен чăннипех те килĕшĕве тытса пыракан регион пулнине каланă. Кунта пур те пĕр-пĕрне ăнланса, савăнса, тăнăçлăха тытса пынине палăртнă. Стратегилле тĕпчев енĕпе ĕçлекен Раççей институчĕн эксперчĕ Раис Сулейманов Форум ĕçĕнче пур те пĕр пĕринпе куçран пăхса, чĕрĕ калаçу пулнине асăннă. Пухăнисем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парассине тӳрремĕнех палăртса сӳтсе явнине палăртнă. Чăваш Республикинчи Общество палатинчи культурăпа вĕрентӳ, килĕшӳпе информаци политикин енĕпе ĕçлесе пыракан комиссийĕн председателĕ Алексей Судленков хăйĕн сăмахĕнче, Форум чăнласах та влаçпа общество организацисем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине çирĕплетсе панине каланă. Чăваш Енри коммерцилле мар организацисен пĕрремĕш Форумĕ Чăваш наци библиотекинче кăçал раштав уйăхĕн 10-11-мĕш кунĕсенче иртет. Каласа хăвармалла, унăн пуçаруçи - Чăваш Республикинчи Общество палати. Форум ĕçне 200 яхăн çын хутшăнма кăмăл тунă. Тĕплĕнрех



10 декабря 2014
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter