Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвĕ иртнĕ

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвне йĕркелесе ертсе пынă.  Республикăри нумай хваттерлĕ çуртсенче пур те усă куракан пурлăха тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттересси пирки калакан Чăваш Республикин саккунне кĕртмелли çĕнĕлĕх пирки проекта ырланă. 2015 çулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен управляющий организацийĕсем ятарлă счет йĕркелесе тытса пыма пултараççĕ. Регионти операторăн çулталăкри ĕçне яланах çирĕп тĕрĕслесе тăрĕç, ăна ятарласа аудиторсем тивĕçлипе пăхса тăма шантараççĕ. Çуртсенче тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме куçармалли укçана еплерех фонтран уйăрмаллине çирĕплетĕç. Халлĕхе çирĕп йĕрке тĕрĕсленет. Кунччен,Чăваш Республикин гражданский служащийсене, енчен те вĕсем çурт-йĕрпе ыйтăва тухнă пулсан, пĕр хутчен парса тивĕçтермелли пулăшу субсиди мелĕпе куçарса пама пултарнă. Анчах та çак пулăшăва служащийсем хăйсен ĕçĕсен тапхăрĕнче пĕр хутчен çеç усă курнă. Республика Пуçлăхĕ çак укçа-тенкĕне маларах вĕсене валли республика бюджетне пăхса хăварнă пулсан, халĕ вара ватă çынсене социаллă пулăшу пама куçарнине палăртнă, анчах та, камсем «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ, çавсем пулăшăва туйĕç. Халĕ нумаях пулмасть, ĕç стажне пĕчĕклетни çинчен указ тухнă, ăна пула Чăваш Енре 2015 çулта тата та хушма 10 пин патнелле сумлă ветеран ырлăха туйĕç.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина 2015 çулхи, планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи бюджет саккунĕпе килĕшӳллĕн еплерех ĕçсем пурăçламалли пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, уйрăм пайсене тишкерсе ырланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев бюджет тытăмĕнче ĕçлекен бухгалтерсен ĕçне пăхса тухма, укçа-тенкĕне эффективлă тăкакланман тĕслĕхсене пĕтерсе,  2015 çулта ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ыйтăва пĕтĕмпех татса пама сĕннĕ. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников министерствăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн палаштарнă. Хăйĕн доклатĕнче пухăннисене 2012-2014 çулсенчи спортри ӳсĕмсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Республика Пуçлăхĕ министр доклатне ырласа йышăннă. Сăмаха май, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин хăйĕн Çырăвĕнче çитес çулта чĕре чирĕсемпе ытларах кĕрешмеллине асăннине аса илнĕ. Спорт - шăпах та питĕ усăллă ку енĕпе. Енчен те сывлăха çирĕплетес тесессĕн, тăтăшах спортпа туслă пулмалла, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕренмелле. Çавăнпа та ачасене мĕн пĕчĕкренех, спорта юратма, физкультура тума вĕрентсе пымаллине уйрăммăн палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Паян ытларах массăлла спорта халăх хушшинче сарни шăпах та питĕ вырăнлă, тесе каланă республика  Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ку хутĕнче те Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçлĕ визитпа Мускавра пулни пирки аса илнĕ, унта тĕрлĕ Министрсем пирĕн чăваш халăхне ырăпа асăннине каланă. Чăннипех те «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форум Чăваш Ене кирлĕ пур хăнасене те тыткăна илнĕ. Пур те яланах лайăххипе, савăнса пĕлтереççĕ. Ырă тĕслĕх пуриншĕн те пулса тăнине палăртаççĕ Мускаври пысăк шайри çынсем. Уйрăмах тата палăртма кăмăллă, чи паллă та вăйлă спортсменсем хăйсен шухăшне, пирĕн Чăваш Ен çинчен ырăпа асăнаççĕ. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкарта   тĕлĕнмелле лайăх условисем спорта çӳреме йĕркелесе панине хăйсен куçĕсемпе курса савăнни пирки тăтăшах пĕлтереççĕ. Чăваш халăхĕн культурипе ырă чунлăхĕ вĕсен асăмĕнче ĕмĕрлĕхех юласса нимĕн иккеленмесĕрех калаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче тата çакана та асăннă, пĕтĕм тĕнче шайĕнче ирттерме палăртнă спорт мероприятийĕсем 2015, 2016, 2018 çулсенче те кирлĕ пек çӳллĕ шайра ирттерсе яма палăртать. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов хăйĕн доклатĕнче, регион шайĕнчи палăксемпе асăну вырăнĕсенче ятарлă паллăсем вырăсла тата чăвашла çырăнасси пирки каласа хăварнă. Паянхи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче 2014-2020 çулсем валли йышăннă программăна çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварасси пирки пăхса тухнă. Кун йĕркинчи ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухса, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



10 декабря 2014
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter