Вăрмар районĕ: черетлĕ лару

Кивĕ Вăрмар  шкулĕнче тăван чĕлхепе литературине вĕрентекенсем   пуçтарăнчĕç. Çак шкулта тăван чĕлхепе литературине  вĕрентекен Алексеева Л.Н.  6- мĕш класпа уçă урок ирттерчĕ. Уçă  урока  В.Элпин «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» хайлав тăрăх йĕркеленĕ, «Пĕчĕк ăстаран пысăк  çын пулатех» темăна уçса пама вĕрентекенпе вĕренекенсем тĕрлĕ ĕç туса ирттерчĕç. Людмила Николаевна  ачасене кăсăклантарма пултаракан   тĕслĕхпе усă курса  «корнепласика» слайдсемпе паллаштарчĕ, районти тĕрлĕ шкулта вĕрентекенсемшĕн те вăл интереслĕ пулчĕ. Çак класра вĕренекен пĕр ача хăйсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă Михайлова Светлана (халĕ вăл ЧПУ студентки) пирки  каласа кăтартрĕ. Пултаруллă хĕр мĕн пĕчĕкренех ÿкерме ăста пулнă, «Шевле» конкурса хутшăнса яланах малтисен вырăнне тухнă, хальхи вăхăтра  та Светлана хăй кăмăллакан ĕçех алла илме хатĕрленет иккен. Шкултах ал ĕç тума, ташлама, юрлама, ÿкерме, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма юратакан ачасем  пуласлăхра палăрма, пĕчĕк ăстаран пысăк çын пулма пултаратех тесе палăртрĕç вĕренекенсем.

Ларура «Конкурса тăратнă презентаци» ĕçĕпе Иванова И.В. (Пысăк Енккасси шкулĕ)  тухса калаçнă, Çеçпĕл Мишши юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ слайдсемпе паллаштарнă. Антонова В.Г (Вăрмар шкулĕ) «Чунăмçăм, çунатăмçăм» видеоролик кăтарнă, ăна мĕнле программăпа хатĕрлеме май килнине палăртнă. Алексеева Р.Г.(Урнар шкулĕ) «Çеçпĕл сăввисенчи тĕссем» темăпа тухса калаçнă.



10 декабря 2014
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter