Каçал ен районĕ: Çырури шухăшсене шута илсе ĕçлемелле

 Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне чĕнсе калани - çулталăкри чи пĕлтерĕшлĕ пулăм. Президентăн çĕршыв телеканалĕсен тỹрĕ эфирĕнче икĕ сехете яхăн тăсăлнă самахне районта пурăнакансем те сỹтсе яваççĕ, хăйсен шухăшĕсене пĕлтереççĕ. Вулакансене хăш-пĕрисемпе паллаштарар-ха.

     Юрий Всеволодович Скворцов, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ:

     "Хăйĕн сăмахне Владимир Путин Раççейре пурăнакансене çĕршыв пуласлăхĕшĕн, шăпишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ самантсенче тĕрев панăшăн тав тунинчен пуçларĕ. Çырура - çĕнĕ пĕтĕмлетỹ, хальхи шухăшлав. 2015 çул валли палăртнă чикĕсем - пысăк та анлă. Вĕсене пурнăçа кĕртме пурин те пĕрле вăй хумалла. Чи малтанах хамăрăн тăрăшарах ĕçлемелле. Чĕнсе каланине пурнăçа кĕртмелле, хамăр вырăнти ĕç планĕсене Çырури шухăшсене шута илсе тумалла".

    Алексей Никифорович Ершов, "Урожай" колхоз председателĕ:

   "Çырăва итленĕ май, мана ытларах хамăр çĕр çинче хамăр алăпа апат-çимĕç туса илес ыйтусене хускатни çывăх пулчĕ. Сăмахран, кăçал Раççей тухăçлă тĕш тырă пухса кĕртнĕ, çĕршывăн çĕнĕ историйĕнче кунашкал тухăç нумайранпа пулман. Агропромышленноç комплексĕнчи производство 6 процент таран ỹсни курăмлă. Ял ĕçченĕсене ĕçри ỹсĕмсемшĕн, тăрăшулăхшăн пысăк трибуна çинчен тав туни уйрăмах хавхалантарчĕ. Пире, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене, патшалăх курăмлă пулăшни, ĕçлеме условисем туса пани паха. Президент сĕнекен çул-йĕр халăха малашне те ытларах вăй хума, çакăн уссине курма майсем туса парĕ. Владимир Путин импорта хамăр продукципе улăштарас тĕллеве тепĕр хут çирĕплетнине те ырласа йышăнтăм. Чикĕ леш енче Раççейре çуккине çеç туянмалла тесе палăртрĕ вăл. Çавăн пекех Раççей хăватлă çĕршыв пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ Владимир Путин. Раççейĕн те, Президентăн та чыс-сумĕ, хисепĕ çулсерен ỹссе пыни çав тери пĕлтерешлĕ. Эпир никама та хăратмастпăр, анчах хамăра кỹрентерме памастпăр. Халăх хăйĕн умне тухса тăракан йывăрлăхсене тỹсме тата çĕнтерме яланах хатĕр, пултарать те".

    Надежда Александровна Петрова, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ:

    "Çырăва пур енлĕ те туллин хатĕрленĕ. Раççей халăхне хумхантаракан вун-вун ыйтăва çутатнă. Шалти тата тулаш политикăпа, экономикăпа, социаллă пурнăçпа çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатнă. Вĕсене татса памалли çул-йĕрсене палăртрĕ. Вĕренỹ темине хускатнă май вăл аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ пултаруллă çамрăксем валли Президент гранчĕсене туса хума йышăнни те пĕлтерĕшлĕ утăм. Грант виçи уйăхсерен 20 пин тенкĕпе танлашмалла. Çакă çамрăксене хавхалантаратех тесе шутлатăп. Ачасен пĕлĕвне, тавра курăмне, культурине, вĕрентекенсен ĕç пахалăхне хакласа кăçал пуçласа, декабрĕн 3-мĕшĕнче, шкултан вĕренсе тухакансем сочинени çырнине те асăнчĕ Президент. Вăл та хăйне кура вĕренỹ тытăмĕнчи пысăк утăм. Çавăн пекех вĕренекенсене хăйсем ăс пухакан шкулсенчех хушма пĕлỹ илме майсем туса памалли ыйтăва хускатни те пĕлтерĕшлĕ. Апла пулсассăн вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ пухакансен аталанма кăмăл çеç пултăр".

     Геннадий Егорович ЕФРЕМОВ, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

    "Владимир Владимирович кашни çулах Федераци Пухăвне яракан Çырăвĕнче пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатать. Кăçал та çаплах, вăл тĕрлĕ отрасле пырса тиврĕ. Сăмахран, пĕтĕм тĕнчери хăрушсăрлăхпа çыхăннă ыйтăва хускатни паянхи куншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Терроризма хирĕç кĕрешессипе пĕтĕм тĕнче шайĕнче туса ирттерекен пĕрлехи ĕçе хутшăннине ырласа йышăнатăп. "Эпир нихăçан та ыттисенчен уйрăлассипе, тăшмансем шырассипе çыхăннă çулпа утмăпăр. Пирĕн тĕллев - Анăçра та, Тухăçра та ĕçтешсем ытларах тупасси", - тесе палăртрĕ Президент. Çавăн пекех РФ субъекчĕсен регионти тата вырăнти çул-йĕре йĕркене кĕртме хушма укçа-тенкĕ уйăрма палăртни те паха. Çак ыйтăва татса пани ялта пурăнакансемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесессĕн çул-йĕр тума сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма хавхалантаракан мерăсен пуххине сĕнни те - пысăк пулăшу. Малашнехи темиçе çулта надзор органĕсен тĕрĕслевĕсен шутне чакарни, налуксен условийĕсене çирĕплетни, ман шутпа, çĕршыва экономикăн çирĕп тытăмĕпе тивĕçтерме пулăшать. Хамăр енчен Çырури шухăшсене ăша хывса, тĕллевсене пурнăçа кĕртме мĕн пур вăя хурса тăрăшмалла".



10 декабря 2014
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter