Çĕнĕ Шупашкарта «Чĕкеç» ятлă ача сачĕ уçăлнă

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкара ĕçлĕ визитпа кайса килнĕ. Кунта  «Ласточка» (Чĕкеç) ятлă ача садне торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче юлашки çулсенче  Чăваш Енре тăтăшах пысăк калăпăшпа ача сачĕсем хута янине асăннă. Пиншер хушма вырăнсем пепкесем валли тупăнаççĕ. Шкул çулне çитмен ачасене ача садне вырнаçтарас ыйту куç кĕретех туллин пурнăçланса пырать. Уйрăм муниципалитетсенче, ача черетĕнче тăракансен хисепĕ çук тесен те йăнăш мар.  «Чĕкеç» ача сачĕ кăçалхи çул хута янă çуртсемпе илес пулсан,  республикăра улттăмĕш шутланса тăрать. Пурĕ 60 ĕç вырăнĕ хатĕрленнĕ, 28 педагог кулленех ачасемпе тăрăшать. Çĕнĕ çул тĕлне республикăра тата та 9 ача сачĕ хута кайĕ. «Пиллĕк çул каялла, çӳлерех асăннă хулара ĕçсĕррисен хисепĕ самай пысăк пулнă. Паян, вара хăш-пĕр организацисенче рабочий вăйĕ çитмест. Çĕнĕ  Шупашкарта пурăнакансен пурнăç шайĕ куçкĕретех ырă енне улшăнса пыни савăнтарать. Малашне те куллекнех лайăх хула аталанса пырассине шансах тăратăп», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ пухăннисем умĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Хулари депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, вăлах Çĕнĕ Шупашкарти Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 20-мĕш шкул директорĕ Александр Матвеев республика Пуçлăхне çакăн пек илĕртӳллĕ пысăк капмар, хăтлă та çутă ача садне çĕклесе хута яма пулăшнишĕн  чĕререн тав сăмахĕ каланă. Виçĕ хутлă ача сачĕ пĕр харăсах 180 ачана йышăнать. Çак объекта, 2012-2020-мĕш çулсенче вĕрентĕве аталантарас Чăваш Республикинчи патшалăх программипе килĕшӳллĕн хута янă. Пурĕ пĕтĕм бюджет тытăмĕсенчен 99,5 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă асăннă учреждение çĕклесе лартма. Тĕплĕнрех



10 декабря 2014
17:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter