Çамрăксене - ĕç

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр çул çитмен çамрăксене вĕренỹрен пушă вăхăтра ĕç тупса парас енĕпе пуçаруллă ĕçлет. Сăмахран, кăçал районти организацисемпе тата предприятисемпе 52 килĕшỹ çырнă. Вĕсемпе килĕшỹллĕн 628 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă. Патшалăх уйăракан 394 пин тенкĕ укçана пĕтĕмпех усă курнă. Çавăн пекех программăна ĕçе кĕртме вырăнти бюджетран 25 пин тенкĕ уйăрнă, ĕç паракансен 600 пин тенкине те ĕçе кĕртнĕ. "Асаново", "Рассвет", "Пайгас", "Заря" ЯХПКсем, "Искра" колхоз, З.Истратий уйрăм предприниматель, Н.И. Васильев, Н.В. Иванов фермерсем ачасене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ. (Каçал ен районĕ)



10 декабря 2014
11:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter