Раççей - вăйлă çĕршыв

Владимир Путин Президентăн Çырăвне хаклаççĕ

Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

- РФ Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн кăçалхи Çырăвне пĕтĕм тĕнчери политикăран, тĕрлĕ çĕршыв Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисенчен пуçларĕ. Çав вăхăтрах вырăс халăхĕн кăмăл-сипет хăвачĕ, патриотизмĕ мĕнешкел пысăккине палăртрĕ. Вырăс халăхĕ хăйне хĕсĕрлеме пуçласан яланах çĕнтернĕ.

Вăл Украинăри киревсĕр ĕç-пуç политика лару-тăрăвне кăткăслатни, Крымпа Севастополь Раççейпе пĕрлешни çинчен каларĕ. Раççейĕн пĕтĕм халăхĕ çак икĕ регион суйлавне, Президент йышăнăвне ырларĕ.

Инвестицисене, уйрăм çын харпăрлăхне хÿтĕлессине, предпринимательсене хăйсен капиталне Раççее тавăрса легализацилеме май парассине шантарчĕ.

Владимир Владимирович рынокра ĕç вăйĕ кирли çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ, ахаль рабочисем, çĕр ĕçченĕсем, пысăк пĕлÿллĕ инженерсем кирлĕ. Çакă импорта хамăрăн продукципе улăштарма пулăшĕ, мĕншĕн тесен пирĕн Анăçа пăхăннинчен тасалмалла - экономика санкцийĕсем çакна тума май парĕç.

Ку енĕпе эпир республикăра пысăк ĕç тăватпăр. Пĕтĕм тĕнчери "Раççей электричество сечĕсем-2014" куравра пултăм - унта пирĕн чылай предприяти хутшăнать. Паян вĕсем тĕнче шайĕнчи компанисемпе тупăшма хатĕр. Инвестицисене çыншăн, интеллекта аталантарма хывмалла - çав çынсем хăйсен пултарулăхĕпе, ăсĕпе усă курса çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртчĕр.

Президент тĕрлĕ тĕрĕслев органĕсем предпринимательлĕхе аталантарма чăрмантарни çинчен те каларĕ. Коммерци организацийĕ 3 çул уççăн, вăрттăн схемăсемпе усă курмасăр ĕçлесе лайăх ят-сум çĕнсе илсен ăна 3 çуллăха тĕрĕслевсенчен хăтармалла - мана çак сĕнÿ уйрăмах килĕшрĕ. Паллах, ку механизма йĕркелемелле. Кам бизнес тытса пырса Раççей экономикине курăмлă тÿпе хывать - вĕсене çăмăллăхсем памалла, ыранхи куна шанчăкпа пăхчăр, хăйсен укçине аталанăва хывччăр.

Тепĕр тема - проектсем валли укçа уйăрасси. Паян банксем инвестици проекчĕсене укçапа пулăшасшăн мар. Проектсем валли кĕмĕл уйăрма йышăнсан, паллах, предприятисем, производствăсем, лайăх ĕç вырăнĕсем ытларах пулĕç. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
10 декабря 2014
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter