Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев приоритетлă Наци проектне пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен канашăн ларăвне ирттернĕ

 Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев приоритетлă Наци проектне пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен канашăн ларăвне ирттернĕ. Раççей гражданĕсене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерес приоритетлă Наци проектне 2014 çулта пурнăçа еплерех кĕртсе пынин ыйтăвĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков тĕплĕн каласа кăтартнă. Паянхи кун кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре 86 пин çын хăйсен çур-йĕрне лайăхлатас тĕллевпе черетре тăрать, кашниех вĕсенчен патшалăхăн тĕрлĕ программине хутшăнса хваттер ыйтăвне татса парассишĕн тăрăшать. Республика Пуçлăхĕ Интернет çыхăнура пĕрлĕхлĕ электрон базине йĕркелеме сĕнет. Кун пек чухне кашни муниципалитетра черетре тăракансене тĕрĕслеме меллĕ, пĕр çынсемех темиçе хут та черете тăрассинчен сирсе яма пулăшать, - тенĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов 2013-2020 çулсенче республикăра ял хуçалăх таварне тирпейлесе кăларассипе çыхăннă ыйтусем пирки калаçнă. 2014 çулта патшалăх программи пурнăçа кĕрсе пынин кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Мĕн пур категорире тăркан хуçалăхсенче  ял хуçалăх таварĕсене 2014 çулта кăрлач уйăхĕнчен пуçласа юпа уйăхĕ таран 32 млрд.тенкĕллĕх калăпланă, 103,1 процентпа танлашать. Ял хуçалăхĕнче тирпейлесе кăларакан таварсен хакĕ кирлĕ пек шайра тăнине кура, организацисен финанс енчен кăтартусем аван тăни куçкĕретех. Инвестици хывнин кăтартăвĕ те ӳссех пырать, 6 млрд.тенкĕпе танлашать. Агропромышленноç комплексне патшалăх енчен парса тивĕçтерекен пулăшу 2 млрд.450 млн. тенкĕпе танлашнă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, паян тавар калăпласа кăларакансене валли, енчен те вĕсем тивĕçлипех тăрăшаççĕ пулсан,  кирлĕ пек пур услови те пуррине асăннă. «Тирпейлесе кăларнă ял хуçалăх таварне паян пасарсенче вырнаçтарас ыйту пачах йывăрлăх кăларса тăратмасть, 10,20,30 çул каялла вĕсем кун çинчен ĕмĕтленнĕ çеç пулнă. Влаç органĕсенче тимлекенсен, çĕр ĕçченĕсен пулăшуçисем пулса тăмалла», - тесе çирппĕн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Ял хуçалăх таварне сутакансен, тавар пирки питĕ лайăх пĕлсе тăмалла. Унăн пахалăхĕ çинчен туянакансене ăнлантарса пама пĕлмелле. Экологи енчен таса пахча-çимĕçе халăх нимĕн иккеленмесĕрех туянма пултартăр, Чăваш Енре калăпланса тухнине те вĕсен лайăх ăнланмалла», - тенĕ Пуçлăх. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хăйĕн доклатĕнче демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе ĕçсене еплерех пурнăçласа пынине, 2014-2018 çулсем валли лартнă тĕллевсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Юлашки виçĕ çул хушшинче ачасен çураласлăхĕ куçкĕретех ӳссе пыни пурне те савăнтарать. Халăхăн пурăнас кун-çул тапхăрĕ те вăрăмланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çемьесенче иккĕмĕш, виççĕмĕш ачасем çуралнăшăн патшалăх ечен парса тивĕçтерекен пулăшу самай пысăк витĕм кӳрет. Амăшĕпе ачасен правине хӳтĕлес политикăна тытса пыни те питĕ вырăнлă. Пĕчĕк пепкесен вилеслĕхĕ республикăра пачах çук тесен те йăнăш мар. Паян ачасен сывлăхне упрассипе чăнласах та медицина пысăк вăй хурать. Чĕре чирĕсемпе аптракансен хисепĕ чакни сисĕнет, сăлтавĕ те паллă, халăх паян сывă пурнăç йĕркине тытса пыни куçкĕретех. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăтартусене малалла та çакăн пек лайăх тытса пыма сĕннĕ, халăха ытларах спорта явăçтармаллине каланă.  Сусăрланнă ачасене килсенчех дистанцилле вĕрентӳпе пĕлӳ пама аталантарса пырассине, приоритетлă Наци проекчĕ паян пурнăçа еплерех кĕрсе пыни пирки Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова тĕплĕн каласа кăтартнă. Республикăра ку енĕпе ĕçсем туллин пурнăçланса пынине асăннă, пурĕ кун пек мелпе пĕлĕве 192 ача илнине палăртнă (100 процент). Тĕплĕнрех



11 декабря 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter