Атăлçи федераллă округпа таможня управленийĕн коллеги ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи федераллă округпа таможня управленийĕн коллеги ларăвне хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче тĕнчере социаллă экономикăпа политика тĕлĕшĕнчен лару-тăру çăмăлах мар пулин те, Чăваш Енĕн 2014 çулхи макроэкономика кăтартăвĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан, лайăх пулнине палăртнă. Промышленноç производствин индексĕ 104 процент, ял хуçалăх производствин -105 процент, строительство – 102,5 -103 процент, çурт-йĕрпе тивĕçтернин кăтартăвĕ те самай пысăк пĕлтĕрхи шайпа илес пулсан.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен таможня посчĕпе Атăлçи федераллă округри таможня управленине тĕнчере социаллă экономика тăнăçлăхне тытса пырассинче эффективлă ĕçлесе пынишĕн тав тунă. «Эпĕ, муниципалитетсенче тăтăшах пулнă май, предпринимательсенчен, коммерци тытăмĕнче вăй хуракансенчен таможня органĕсен ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине пĕрре те илтмен. Вĕсем яланах сирĕн ĕçсемпе килĕшеççĕ. Малалла та çакăн пек ĕçлемелле пултăр.  Çакнашкал тĕллевсем шăпах лартать те пирĕн ăва Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин. Çĕршывăн инвестици илĕртӳллĕхне ӳстерсе пыма, лайăх условисем йĕркелесе панинчен экономика аталанăвĕ пĕтĕмпех килет», - тесе палăртнă чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çĕнĕ инвестици проекчĕсем пирки те аса илнĕ, Fujikura Automotive Europe Япони компанийĕн представителĕсемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетме  палăртнине каланă. Асăннă ушкăн Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта машинăсем валли хатĕрсем калăплассипе производство хута яма палăртнă. Унсăр пуçне, Çĕнĕ Шупашкарта «Хĕвел» заводра хĕвел модулĕсене калăплассипе хĕрӳ ĕçлеççĕ. Хĕвел энергийĕпе усă куракан станцисем çĕкленеççĕ. «Импортран куçассипе илес пулсан, электротехника таварĕсене калăплани питĕ вырăнлă. Ку тĕлĕшпе пирĕн таварсем тĕнче шайĕнче малта пыракан производствăсенчен пĕрре те кая юлмасăр ĕçлесе пыраççĕ, нумай чухне иртсе те каяççĕ. Раççей пасарĕсенчи электротехника таварĕсен пĕрре виççĕмĕш пайне Чăваш Енри предпринимательсем калăпласа кăлараççĕ», - тесе асăннă Михаил Игнатьев.  Атăлçи федераллă округпа таможня управленийĕн ертӳçи Сергей Рыбкин хăйĕн сăмахĕнче инвестици проекчĕсем пĕтĕмпех таможня ĕçченĕсем тĕрĕслевĕ витĕр тухнине асăннă. Çавна май, таможня ыйтăвĕсемпе çыхăннă ĕç хучĕсене кĕске вăхăтрах татса пама меллĕ пулĕ, республикăна инвестици илĕртӳлĕхне ытларах сарма ирĕк парассине каланă. Канашлура Атăлçи федераллă округри Таможня органĕсен 2014 çулхи ĕç кăтартăвне пăхса тухнă. Çак тытăмпа çыхăннă тĕрлĕ йышши ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă, уйрăм тĕслĕхсем пирки чарăнса тăнă. Тĕплĕнрех



11 декабря 2014
14:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter