Хĕвел çу енне çаврăнать

Раштав. Сисмерĕмĕр те, хура кĕр кунĕсем сивĕ хĕлпе ылмашăнчĕç. Халăх сăнавне пăхсан çак уйăхра хĕвел пăхать, анчах çителĕклĕ ăшăтаймасть. Раштав уйăхĕнчи уяр кунсем - сайра пулăм. Апла пулин те çулталăк вĕçленнĕ май сад-пахчара паян-ыран пурнăçламалли ĕçсем те пĕтмен-ха.

Хресчен авалрах раштава пăхса çитес çулхи çанталăк пирки сăнавсем тунă. Паян хăш-пĕр сăнавсем пирки аса илни те ытлашши пулас çук: раштав уйăхĕ типĕ тăрсан çуркуннепе çулла типĕ пулаççĕ. Çак уйăхра сивĕ тата юрлă, паслă тата çиллĕ пулсан - çитес çулхи уй-хир ĕçĕ тухăçпа савăнтарĕ. Апла-и, капла-и, анчах хăйсен ĕçне парăннă пахчаçăсене паян уйăх календарĕпе паллаштарни вырăнлăрах пулĕ тетпĕр.

Хĕл тапхăрĕн пĕрремĕш кунĕсем пÿлĕмри ÿсен-тăрана шăварма тата апатлантарма юрăхсăр вăхăт шутланаççĕ. Пахчаçăсемшĕн çак кунсем акма-лартма вăрлăх хатĕрленĕ май тата унччен акнă-лартнă ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли препаратсене, удобренисене, ÿсме пулăшакан стимуляторсене туянма меллĕ вăхăт. Сад-пахчара хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлани ытлашши пулас çукки пирки те манмалла мар.

Уйăхăн малтанхи кунĕсенче пÿлĕмри ÿсен-тăрана касман пулсан эсир тĕрĕс тунă. Кунпа пĕрлех çак кунсенче вăрлăх акни юрăхлă. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана шăварни те, апатлантарни те ытлашши пулмасть.

Хĕл ытларах та ытларах вăй илсе пынă май килти хушма хуçалăхра пахчара юр тытассипе тимлемелле. Çырла тĕммисене юрпа купаламалла.

Иртнĕ уйăхра е раштав пуçламăшĕнче пÿлĕмре симĕсле çиме сухан, ыхра, кресс-салат тата çулçăллă горчица акнă-лартнă пулсан, эсир сад-пахчаçăн уйăх календарĕпе килĕшÿллĕ ĕçленине палăртмалла.

Раштав уйăхĕн 5 - 7-мĕшĕсем. Ÿсен-тăранпа тÿрремĕнех ĕçлеме юраман тата купăста тăварлама сĕнмен кунсем.

Раштав уйăхĕн 8 - 10-мĕшĕсем. Уйăх календарĕпе пÿлĕмре ÿсекен культурăсене симĕсле çиме акни-лартни вырăнлă. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен хÿтĕлемелле, чечексене апатлантармалла. Пахчари йывăçсем çинче хĕл каçакан сăтăрçăсен йăвисене иртмелле. Купăста тăварлама тата компотсемпе соксем янтăлама меллĕ вăхăт.

Раштав уйăхĕн 11 - 12-мĕшĕсем. Пахчара юр тытассипе ĕçлемелле. Юр пусакан туратсене силлемелле. Çырла тĕммисене юрпа картламалла. Йывăçсем таврашĕнчи юра таптаса пусăрăнтармалла. Çуркунне сыпма сапансем янтăламалла. Ку кунсенче купăста тăварлама тата консервлама сĕнÿ çук.

Раштав уйăхĕн 13 - 15-мĕшĕсем. Витаминлă калча ÿстерме кирек епле культура акни те юрăхлă. Пахчара юр тытассипе, юр пусакан туратсене силлессипе, çырла тĕммисене юрпа картлассипе, йывăçсем таврашĕнчи юра таптаса пусăрăнтарассипе малалла ĕçлĕр. Çуркунне сыпма сапансем янтăлăр. Купăста тăварлама, пан улми йÿçĕтме, сокпа хĕрлĕ эрех хатĕрлеме юрăхсăр тапхăр.

Раштав уйăхĕн 16 - 17-мĕшĕсем. Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн пÿлĕмри пур ÿсен-тăрана та шăварма тата апатлантарма юрăхсăр кунсем. Вăрлăх тата ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли препаратсем, удобрени, ÿсме пулăшакан стимуляторсем туянăр. Хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлăр.

Раштав уйăхĕн 18 - 20-мĕшĕсем. Пахчара юр тытассипе ĕçлемелле. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана шăвармалла тата апатлантармалла. Вĕсене сăтăрçăсенчен хÿтĕлемелле. Çуркунне сыпма сапансем янтăламалла. Купăста тăварлама, пан улми йÿçĕтме, сокпа хĕрлĕ эрех хатĕрлеме юрăхлă тапхăр.

Раштав уйăхĕн 21-мĕшĕ. Çак кун пахча çимĕçе шăнтса хуни аван. Пĕр тытăнса тăмасăр вăрлăх тата ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли препаратсем, удобрени, ÿсме пулăшакан стимуляторсем туянăр.

Раштав уйăхĕн 22 - 23-мĕшĕсем. Уйăх календарĕ пахчаçăсене çак кунсенче кирек хăш ÿсен-тăранпа та ĕçлеме тăхтама сĕнет.

Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕ. Пÿлĕмре симĕсле çиме сухан тата ыхра лартни вырăнлă. Витаминлă калча ÿстерме кирек епле культура акни те юрăхлă пулать.

Раштав уйăхĕн 25 - 26-мĕшĕсем. Ÿсен-тăранпа нимех те ĕçлемелле мар: шăварма тата апатлантарма тăхтăр. Хуçалăх ĕçĕсем пурнăçлани вара сирĕншĕн ытлашши пулмĕ. Вăрлăх тата ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли препаратсем, удобрени, ÿсме пулăшакан стимуляторсем туянăр.

Раштав уйăхĕн 27 - 28-мĕшĕсем. Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн пÿлĕмри пур ÿсен-тăрана та касма тата сайралатма юрăхсăр кунсем. Шăварма тата апатлантарма юрать. Вăрлăх тата ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли препаратсем, удобрени, ÿсме пулăшакан стимуляторсем туянăр. Хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлăр. Пахчара юр тытăр.

Раштав уйăхĕн 29 - 30-мĕшĕсем. Витаминлă калча ÿстерме кирек епле культура акни те юрăхлă. Пахчара юр тытассипе, юр пусакан туратсене силлессипе, çырла тĕммисене юрпа картлассипе, йывăçсем таврашĕнчи юра таптаса пусăрăнтарассипе ĕçлĕр.

Раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ. Пÿлĕмре вăрлăх акни, симĕсле çиме суханпа ыхра лартни юрăхлă. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана шăварни те, апатлантарни те ытлашши пулмасть.

ÇĔНĔ ÇУЛТА ĂНĂÇУ СУНАТПĂР САНА, ХИСЕПЛĔ ПАХЧАÇĂ!



11 декабря 2014
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter