Элĕк районĕ: техника паркĕ пуянланать

Районта машина-трактор паркĕсем çулсерен пуянланса пыраççĕ. Кăçал хресчен-фермер хуçалăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсем тата уйрăм çынсем пурĕ 20 единица çĕнĕ техника туяннă. Вĕсенчен 18-шĕ - тракторсем. В. Узянов «Вектор - 410» тырă вырмалли комбайн, «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕ «КВК - 800» выльăх апачĕ хатĕрлемелли техника туяннă.Нумаях пулмасть С. Волков хресчен-фермер техникăна çĕнетнĕ: «Беларусь - 1523» тата «КШУ - 8» культиватор туяннă. Вăл кăçал техника туянма пурĕ 3 миллион ытла тăкакланă.

Хăш-пĕр хуçалăхсем çур акине хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ. Вăхăт пур чухне çак ĕçе пурин те тытăнмалла. Ытларах ака вăхăчĕ пуçлансан çеç вырăнтан тапранатпăр.

Районта пурĕ 924 единица техника шутланать, вĕсенчен 275-шĕ - ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен, 617-шĕ - уйрăм çынсен, 34-шĕ - организацисемпе предприятисен. Çакна палăртмалла: асăннă транспорт хуçисенчен нумайăшĕ техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен 162-шĕ, уйрăм çынсенчен 405-шĕ, предприятисемпе организацисенчен 26-шĕ çеç техникăна тĕрĕслеттернĕ. Яваплăха туйманни куç умĕнчех. Çул çинче юсавсăр тата техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман техникăпа çÿремелле марри çинчен пĕлетпĕр-ха, анчах йĕркене тепĕр чух пăхăнмастпăр. Çакă вара инкек патне илсе çитерме пултарать.

 



11 декабря 2014
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter