Яшсем салтака каяççĕ

Çарта пуласси кашни яшăн тивĕçĕ шутланать. Кăçал çулла Атмалкассинчи Александр Сорокин Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласа киле таврăнчĕ. Нумаях пулмасть Çирĕккассинчи Александр Семенов тата Мăн Вылăри Юрий Краснов та салтакран килчĕç. Мăн Вылă ял тăрăхĕнче вунă каччă кĕрхи призывпа учетра тăрать. Вĕсенчен чылайăшĕ студентсем е сывлăх енчен хавшаккисем. Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Мăн Вылăри Алексей Порфирьев çар ретне тăчĕ. Çар ĕç комиссариатĕнчен пăрăнакансем вара иккĕн шутланаççĕ. (Элĕк районĕ)



11 декабря 2014
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter