Патăрьел районĕнче «Шăнкăртам диалогĕ» ялсенче предпинимательлĕхе аталанма витĕм кӳрекен Форум иртнĕ

 Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче Шăнкăртан салине ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ. Регионсем хушшинчи ял тăрăхĕсен IV-мĕш эконоика форумĕн  «Шăнкăртам диалогĕ» ятпа иртнĕ ĕçе хутшăннă. Раççей ял тăрăхăсенче предпинимательлĕхе аталантарса пырасси пирки сӳтсе явнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Форума пухăннисене саламланă май, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ кунĕ ячĕпе саламланă, предпринимательлĕх аталантарасси тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланса тăнине асăннă, енчен те пурăнакансен, пурнăç условине лайăхлатас тесессĕн. «Паянхи куна илес пулсассăн, Раççей Федерацийĕнче çавăн пекех Чăваш Республикинче те предпринимательлĕхе аталантарса пыма лайăх условисем çителĕклĕ таран. Патшалăх оргаĕсен тĕп шăнăрĕн тĕллевĕ – вĕсене аталанса пыма чаракан пур факторсене те пĕтĕмпех пĕтерсе пырасси. Вĕсен проекчĕсене пурнăçа кĕрсе, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем çамрăксене валли тупăнсан, пысăк ĕç укçипе тивĕçтерсен, халăх паллах аван пурăнма тытăнĕ», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Вăл çавăн пекех ял тăрăхĕсенче тăтăшах производствăсем хута кайнине, АПК лайăх аталанса пынине, предприятисем хута кайнине каланă. Патшалăх парса тивĕçтерекен пулăшусене кура, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан технологисем вăй илсе пыраççĕ, малта пыракансен пуян опычĕсене пурнăçа кĕртессипе тимлеççĕ.  «Паян ют çĕр-шывсенчен таварсене илсе кӳрессине чакарнипе, шăпах та чăваш çĕрĕ çинче, хамăр тăрăхра калăпланса тухакан таварсене пасарсенче вырнаçтарасси питĕ меллĕ пулса пырать. Харпăр хăй хуçалăхĕнче тирпейлекен ял хуçалăх таварĕсем, хресченпе фермер хуçалăхĕсен пахалăх енчен çӳллĕ шайра калăпланакан таварĕсене тăтăшах тĕрлĕ халăх ыйтать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Форума хутшăнисене пурне те çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре витĕм кӳрсе пымаллине чĕнсе каланă. Тăван çĕршыва, тăван тавралăха, тăван çĕре юратма, ĕçчен пулма вĕренитесси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине асăннă. «Шăнкăртан диалогĕн» тĕп шухăшлавçисенчен пĕри – Мускавра ĕçлесе пыракан муфтий, вăлах Раççейри Тĕп регионсен, РФ Общество палатин членĕ  Альбир - хазрат Крганов çакăн пек Форусенче, шăпах пуян опыт пуçтарăннине каланă, предпринимательлĕхе аталанса пырас ĕçре пысăк пулăшу кӳнине палăртнă. Ял тăрăхĕсенче предпринимательлĕхе аталантарас ĕçре питĕ вырăнлă çаканшкал тĕл-пулусене йĕркелесе ирттерни. Çамрăксен ĕç патне туртăнас вăйĕ татах та ӳссе пырать. Альбир-хазрат Крганов Патăрьел районĕнче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пĕчĕк район йĕркелесе яма палăртнишĕн, Чăваш Ен Пуçлăхне, Раççей Правительствине  тав тунă. Сăмаха май, Шăнкăртан ялĕнче 504 хуçалăхран тăракан  пĕчĕк районта социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем те ӳссе ларĕç. «Палăртма кăмăллă, çак ялта ачасен çураласлăхĕн кăтартăвĕ те питĕ пысăк. 100 ытла пепке кун çутине курать, çулталăкне 70-шер çемье чăмăртанать, уйрăлакансен хисепĕ çук тесен те йăнăш мар», - тесе каланă сумлă хăна. Экономика форумне ял тăрăхĕсенче йĕркелесе ирттерме Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Чăваш Республикин Патшалĕх Канашĕ, РФ нацисем хушшинче килĕшĕве тытса пыма пулăшакан ятарлă комисси, Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн Исполкомĕ, исламсен бизнесне (IBFD Fund) – KAZANSUMMIT финансне аталантарма пулăшакан фонд,  Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен Управленийĕ, Патăрьел район администрацийĕ пуçаруçисем тата йĕркелесе пыраканĕсем пулнă. Канашлу вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Халяль» суту-илӳ комплексне çитсе килнĕ, кунта сутăнакансен тавар пахалăхне пăхса çаврăннă. Кунтах çăкăрсем пĕçерсе кăларакан цех ĕçĕпе паллашнă.   Сăмаха май, суту-илӳ центрĕнче пирус, ĕçмелли таварсем çуккишĕн питĕ ырласа илнĕ. Пур-пĕрех центр тупăша аванах илнине асăннă, халăх та вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртнă. Районта строительство ĕçĕпе те кăсăкланнă, çулсен пахалăхне тишкернĕ. 2014 çулта раштав уйăхĕнче пĕчĕк район хута  яма пуçланă, кунта 162 пурăнмалли çурт-йĕр пулĕ. Физкультурăпа спорт комплексĕ, çул, шыв, пĕтĕмĕшле палăртас пулсан, çынсем валли пур условите çителĕклĕ таран палăртса хунă. Çул-çӳрев ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ хресченпе фермер хуçалăхĕпе паллашнипе вĕçленĕ. Ферида Чабатова хуçалăхĕнче производствăн базипе кĕрсе курнă. Хуçалăх чăннипех те аван аталанса пырать. Тыр-пул пухса кĕртес ĕç лайăх пулса пынă, пĕлтĕрхинчен ик-виçĕ хут та кăтарту пысăкрах. Кăçалхи çул раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне аш-какай туса илесси 5,8 тонн.танлашнă,  ку енĕпе те  ӳсĕм куçкĕретех, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе илес пулсан. Тĕплĕнрех



13 декабря 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter