Патăрьел районĕ: экскурси-курав усăллă иртрĕ

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн пиллĕкмĕш класĕнче вĕренекенсем экскурсире пулчĕç. Таçта çити инçе каймалла пулмарĕ — уроксем хыççăн ачасем шкулпа юнашарах вырнаçнă Культура çуртне васкарĕç .

Кунти библиотекăра «Сăкăт ялĕнчи алă ăстисем» курав уçăлнă.

Куравне пуканесен театрĕн ертÿçи Кузнецова В.Ф. йĕркеленĕ.

Ачасем Сăкăт ялĕнче пурăнакан Артамонов Ф.Н., Суркова Г.Н., Шапкина Г.А., Мердина М.Н., Медведева М.Н., Анюрова З.А., Кузнецов Д.(8 класс ) маçтăрсен алă ĕçĕсемпе паллашрĕç. Тĕрĕ-эреш, хутран тунă сувенир-теттесем, йывăçран касса ăсталанă чăваш халăхĕн килĕ-çурчĕ таврашĕнче усă куракан хатĕрсем çамрăк куравçăсене питĕ килĕшрĕç. Ачасем хăйсене чăн-чăн музейра пулса курнă пекех туйрĕç.

Пĕчĕк кăна сувенирсем. Кашни япалине тытса пăхас килчĕ ачасен. Куç умĕнчех, акă, ĕлĕкхи чăваш килĕ-çурчĕ, выльăхĕ-чĕрлĕхĕ… Ака пуçĕ, уйран çÿпçи, пир тĕртмелли хатĕрсем тата ыт.те— ку япаласенчен чылайăшне ачасем кулленхи пурнăçра курман, курмаççĕ те.

—Пĕр те пĕр япалине тума кăна мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ!— тĕлĕнчĕç вĕсем.

Экскурси-курав усăллă иртрĕ. Ылтăн алăллă ăстасене те, курава йĕркелекенсене те пиллĕкмĕшсем кăмăлтан тав турĕç.



15 декабря 2014
14:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter