Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе планерка ирттернĕ

  Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. 2014 çулта кăрлач уйăхĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕ таран малтанласа палăртса хунă экономика аталанăвĕн кăтартăвĕ пирки Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин чарăнса тăнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, промышленноç индексĕн калăпăшĕ 103,5% танлашать, 2013 çулхи çак тапхăрти кăтартупа илес пулсан. Ял хуçалăх таварĕсен калăпăшĕ  мĕн-пур категорире 102,5%. танлашнă. Çурт-йĕрсем хута ярассин кăтартăвĕ те ӳсĕмлĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарас пулсан 101 процент. Вăтам ĕç укçин шайĕ 2014 çулта кăрлач-чӳк уйăхĕсенче – 20,5 пин тенкĕпе танлашнă, ӳсĕм куçкĕретех, 8,2 процент чухлĕ. Ĕçсĕррисен хисепĕ чакни пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2014 çул раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,63 процентпа танлашать. Ĕçпе тивĕçтерекен службăра ĕçсĕр граждана 4,25 пин çынна шута илнĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 0,26 процент чакнă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, тĕнче шайĕнче политика экономикăна сиен кӳнине, республикăри хуçалăхсемшĕн те кăлтăк кăларса тăратнине асăннă. Импорт япаласене ылмаштаракан таварсене калăплассипе çине тăрсах ĕçлеме кирлине каланă, пахалăх енчен те вĕсен нимĕнпе те улшăнса тăмалла маррине палăртнă. Пысăк пахалăхлă тавара яланах халăх ыйтать. Кунсăр пуçне, Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял хуçалăх пасарĕсенче харпăрхăй хуçалăхĕнче туса илнĕ, экологи тĕлĕшĕнчен паха таварсене халăх патне илсе çитерме нимĕнле кăлтăк та пулмалла маррине асăрхаттарса хăварнă. «Ялта пурăнакансем тăтăшах аш-какайсене сутма ветеринари енчен тивĕçтерекен справкăсене илме таçта çитиех кайса çӳремеллине пăшăрханса палăртаççĕ. Çак ĕçе вырăнти ял администрацисенче е тата пасартах йĕрке тусан вырăнлă пулнă пулĕччĕ», - теççĕ сутăçăсем.  Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев, бизнеса аталанма кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин «çул-йĕр карттисем» пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Ăна Чăваш Енре пурнăçа кĕртсе пынине кура, инвестици илĕртӳлĕхне вăйланса пынине асăннă. 2014 çулта раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче 11-мĕш класра вĕрененкенсем пĕтĕмлетӳ сочиненине еплерех çырнин кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов каласа кăтартнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 6289 çын сочинени çырнă, вĕсенчен 99 проценчĕ аван ĕçе пурнăçланă. Кăтарту паха пулни куçкĕретех, ытти регионсемпе танлаштарсан çӳллĕ шайра тăрать. 58 шкул ачи сочинени темине  кирлĕ пек уçса парайман, вĕсен 2015 çулта нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче е çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче тепĕр хут çырма ирĕк пулнине каласа хăварнă министр.

 



15 декабря 2014
14:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter