Сывă та патвар ачасем çитĕнтересси, пирĕн пурсăмăрăн та тĕп тĕллевсенчен пĕри

Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсемпе пулса пыракан наци стратегине пурнăçа кĕртессипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче ĕçлекен координаци канашĕн черетлĕ ларăвне йĕркелесе ертсе пынă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников хăйĕн доклатĕнче ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарса пырассипе республикăра ĕçсем еплерех пурнăçланса пынин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Ачасем хушшинче массăлла спорта сарса, паянхи куна 58 пин шкул ачи е 47 процента яхăн çамрăк тăтăшах спорт шкулĕсене, тĕрлĕ клубсене, физкультурăпа спорт комплексĕсене çӳрет. Кăтарту куçкĕретех аван пулни пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Ачасемпе çамрăксем хушшинче массăла спорта сарасси - приоритетлĕ çул-йĕрсенчен пĕри шутланса тăрать. Спорт класĕсене уçса пыни те пысăк пулăшу пулнине каласа хăварнă спорт министрĕ. Çакнашкал классем валли вĕрентӳ йĕркине те хăйне евĕр йĕркелесе панă. Çак ачасене тренировкăсене эрнере 1-2 хутччен çӳреме питĕ меллĕ. Хулари шкулсенче зарядкăна паллă çăлтăрпа йĕркелесе ирттернин кăтартăвĕ те пысăк вырăн йышăнать. Çĕнĕ вĕренӳ çул пуçламĕшĕнчен кашни кунах ачасем зарядка тума тытăнĕç. Республика Пуçлăхĕ тренерсемпе физкультура учителĕсене, хăйсене те спорт урокĕсенче хусканусем тума çирĕппĕн каласа хăварнă. Вĕсем, шăпах та хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ачасенче спорта юратассине чĕртсе яма пултараççĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче, ачасене кулленех физкультурăпа спорта явăçтарас тĕлĕшпе, ял тăрăхĕсенчи шкулсенчи 40 спорт залне тĕпрен çĕнетсе илемлетннине каланă. Шупашкарта бассейнсене, шкулсем çумĕнчи стадионсене тĕпрен юсас е реконструкцилес программа аван ĕçлесе пырать. «Физкультурăпа спорта, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе тата атлантарас ĕçсене пурнăçлама сахал мар тăкакланатпăр. Çакнашкал укçа-тенĕ пĕтерни, каялла хамăр патне ырăпа çеç таврăнать, сывă та патвар çамрăксем çитĕнни усăллă. Паянхи куншăн çакăн пек ĕçлесе пырасси тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланса тăрать пирĕншĕн», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Татьяна Богданова хăйĕн доклатĕнче ачасен сывлăхĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, медицинăсăр пуçне, ачасен çемьере шкулта пĕр-пĕрин хушшинче ăнланса, килĕшӳре пурăнни те ачасен сывлăхне ырă витĕм кӳнине пĕлтернĕ. Канашлура Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисемпе  Муркаш, Етĕрне районĕсен администраци пуçлăхĕсене итленĕ. Хăйсен тăрăхĕсенче ачасен интересĕсемпе çыхăннă стратеги пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта ачасем шкулсенче вĕри апатпа 93,9 процент çеç усă курнине асăннă. Кăтарту сахал пулни пăшăрхантарать. Республика Пуçлăхĕ тăлăх ачасен ыйтăвĕ çинчен те чарăнса тăнă. «Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев пулмалла, ачасене ашшĕ-амăшĕсен, хăйсен пăхса çитĕнтермелле, çурт-йĕр ыйтăвĕсене те татса пама тăрăшмалла, ипотека илме те ĕç хучĕсене пуçтарса пама пулăшмалла», - тесе уççăммăн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



15 декабря 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter