Шупашкарта Чăваш Республикинчи культура ĕçченĕсен Форумĕ уçăлнă

 Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри культура ĕçченĕсен Форумне торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие Раççей Федерацийĕн Культура çулталăкне халалласа ирттернĕ. Пухăннисем культура тытăмĕнчи патшалăх политики еплерех пурнăçа кĕрсе пынин ыйтăвĕсем пирки сӳтсе явнă. Паллă пулăма Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Малов, Петр Краснов, Марий Эл Республикин культура министрĕ Михаил Васютин, Ульяновск облаçĕн культура министрĕ Татьяна Ившина хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Форума пуçтарăннисем умĕнче тухса калаçнă май, Культура çулталăкĕн ятарлă тапхăрĕ çук, ăна яланах асра тытса, çитĕнекен ăрăва ăс-хакăл енчен тĕрĕс воспитани парса çитĕнтересси,  йăла-йĕркене тытса пырса, упраса хăварасси пуриншĕн те яланах актуллă ыйтусем пулса тăнине каланă. «Чăваш Ен чăннипех те ырă та пархатарлă, авалхи пуян историллĕ тĕнче. Пирĕн халăх нумай ĕмĕрсем хушши пурнăç тытăмĕн шăнăрне тытса пырать. Тĕлĕнмелле пуян культурăна аталантарса ăна упрассипе ырми-канми ĕçлет. Раççей Федерацийĕн культурипе уйрăлми çывăх аталанса пырать. Халăхра çакăн пек калани те вырăнлă: «Культура пулмасан, халăх та çĕршыв та пулмасть тата этемĕн пурăнни те кăлăхах», - тесе палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Культура ĕçченĕсене Михаил Игнатьев палăртнă мероприятинче патшалăх наградисене парса хисеп тунă. Муниципалитетсенчи чи лайăх ĕçлесе пыракан культура учрежденийĕсене  «Форд» автомашина тата сертификатсем парса хавхалантарнă. Палăртса хăвармалла, машинăсене  «Раççей культури» 2014-2018 çулсенче патшалăх программипе килĕшӳллĕн, федераци укçи-тенкипе ятарласа культура валли кирлĕ хатĕрсемпе пуянлатнă. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов хăйĕн доклатĕнче иртсе пыракан Культура çлталăкĕн ĕç кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Сăмаха май, Раççейри Наци театрĕсен премийĕн лауреачĕсене палăртни пирки хыпара пĕлтернĕ. Вĕсен хисепĕнче, «Ылттăн маска» премие ССС Халăх артистчĕ,  РФ Патшалăх премийĕн Лауреачĕ, К.В.Иванов яĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн ертӳçи Валерий Яковлев çĕнсе илнине каланă. «Çакăн пек пысăк хисепе тивĕçни, чăннипех те пысăк савăнăç. Тĕнчери чи вăйлă режиссерсемпе Армен Джигарханянпа тата Мая Плисецкийпе пĕр тан пулни мана тата та ытларах вăй кӳрет, ĕçлеме хавхалантарса ярать», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне Валерий Яковлев. Çитес çул чăваш литературине пуçарса яраканĕ Константин Иванов çулталăкĕ. Чăваш Республикин культура ĕçченĕсен «Культура çулталăкĕнчен литература  çулталăкне» ятпа иртекен форума Шупашкарти «Меga Galaхy» центрĕнче йĕркеленĕ. Кунтах тĕрлĕ секцисемпе, çавра сĕтел мелĕпе калаçусем пулаççĕ. Культурăн пур тытăмĕн ыйтăвĕсене те тĕплĕн тишкерсе сӳтсе явма палăртса хунă. Тĕплĕнрех



16 декабря 2014
16:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter