Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ведомствăсем хушшинчи комиссийĕн ĕçне ертсе пынă

Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тĕрĕслев тата асăрхав ĕçĕсен эффективлăхне пăхса тăракан ведомствăсем хушшинчи комиссийĕн ĕçне ертсе пынă. Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн директорĕ Станислав Николаев хăйĕн сăмахĕнче çулталăк кварталĕсен ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, 2012 çултан пуçласа паянхи тапхăрччен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тĕрĕслевпе асăрхав службисем пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе ĕçлесе пыни сисĕннине палăртнă. Чăваш Республикинчи патшалăх влаç органĕсемпе, пракуратурăпа, муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсен канашĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем  тĕрĕслевсем сахалтарах пулччĕр тесе комплекслă ĕçсем йĕркелесе пынине палăртнă. Халăх умне уççăммăн тăратнă ĕç хучĕсемпе асăрхав органĕсем ыйтса çырма пăрахăçланă. Тĕрĕслев тата асăрхав органĕпе муниципалитетсем хушшинче килĕшсе ĕçлесси пирки ĕç хучĕсене çирĕплетни пурнăçа ытларах кĕрсе пыма тытăннă. Муниципалитетсен ертӳçисем, килĕшӳ ĕçне çирĕплетнĕ хыççăн, сахалтарах ыйтса çырнисем килме пуçланине каланă. Тĕрĕслевсем кирлĕ-кирлĕ маршăн иртменнине асăнаççĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Патшалăх Думине янă Çырура право сыхлавĕн органĕсен сăлтавсăр тĕрĕслеве тухмалла маррине, çĕнĕлле ĕçлеме тытăнмаллине палăртса хăварнине аса илнĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Пур кăлтăксене çийĕнчех сирсе ярассипе  пĕрле тăрăшса ĕçлемелле. Комиссире Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствин УГИБДД, Федерацин транспорт асăрхавĕн Чăваш Республикинчи автоçул-йĕр асăрхавĕн патшалăх управленийĕн, Федерацин финанс бюджет асăрхав службин Чăваш Республикинчи территори управление, Чăваш Республикинчи патшалăх ĕçлев инспекцине тата  ытти уйрăм палăртнă службăсенче ĕçлекенсен доклачĕсене итленĕ.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрă Светлана Енилина, республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе эффективлă ĕçленин кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Элĕк районĕпе Йĕпреç районне 2012-2013 çулсенче тата 2014 çулта республика бюджетĕнчен уйăрнă пулăшупа еплерех усă курни пирки каласа кăтартнă. Тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтупа кăлтăксем пулнине асăннă, çĕнĕрен хута кайнă объектсене вăхăтра регистрацилеменнине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Йĕпреç районĕнче тăлăхсене валли хăпартакан çуртсене вăхăтра çĕклесе лартманнишĕн вырăнти пуçлăха асăрхаттарса хăварнă, «Стройкомплект» ООО ĕçĕпе кăмăлсăрланнă. «Финанспа пĕлсе кирлĕ пек эффективлă усă курмалла», - тесе каланă  çирĕппĕн Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



16 декабря 2014
17:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter