Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет

 Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Палăртнă информаци ушкăнĕсем республикăри чи аякра вырнаçнă ял тăрăхĕсене, ĕç коллективĕсене, организацисемпе предприятисенче халăхпа тĕл пулĕç, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав парĕç.  Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне çулсерен янă Çырăва сӳтсе явĕç. Тĕл пулăва пухăннисемпе пĕрле Чăваш Республикин 2015 çулхи республика бюджечĕ тата 2016, 2017 çулсем валли планпа пăхса хăварнă бюджет ыйтăвĕсем пирки те канашлĕç. Чăваш Енри население  хушма социаллă пулăшу кӳрессипе çыхăннă ыйтусем пирки те сăмах пуçарĕç.  Кунсăр пуçне информаци ушкăнĕн членĕсем Культура çулталăкĕн пĕтĕмлетĕвĕсене, туризм, ялсенче культура тытăмне вăйлăрах аталантарассипе çыхăннă ыйтусем пирки ăнлантарса парĕç. Халăха пушартан сыхлассипе профилактика ĕçсене йĕркелесе иртересси пирки ыйту та кун йĕркинче. Çитес пĕрремĕш çур çулта республика, район шайĕнчи хаçатсене çырăнса илесси çине те тимлĕх уйăрма палăртса хунă. Яланхиллех, информаци ушкăнĕсен ертӳçисем халăха харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç, вĕсене куллен хумхантаракан ыйтусем çине хурав парĕç.



17 декабря 2014
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter