Чăваш Енпе Турци хушшинчи çыхăну çирĕп пулни, аталанса пыма вăй-хăват кӳрет

 Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Турци Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Умит Ярдымпа тата Турци Республикин Хусанти Тĕп Консулĕпе Турхан Дильмачпа тĕл пулнă. Вĕсем Чăваш Енпе Турци малашлăхра экономика, вĕрентÿ тата культура енĕпе çыхăнса ĕçлессине сÿтсе явнă. Посол господин Раççей Президенчĕ Владимир Путин Турци Республикинче патшалăх визичĕпе пулнă чухне Турци Президенчĕпе Реджеп Тайип Эрдоганпа тĕл пулнă май икĕ ен пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен пĕлтерĕшлĕ йышăну тунине палăртнă. «Икĕ çĕршыв хушшинчи суту-илÿ çаврăнăшне ÿстермешкĕн пысăк тĕллевсем пур, вĕсене пурнăçлас тесен Раççей регионĕсемпе çыхăнăва çирĕплетмелле», - тенĕ Турцин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Енпе Турци хушшинчи экономикăпа культура çыхăнăвĕсене аталантармашкăн пĕтĕмпех тума хатĕррине палăртнă. «Малашнехи хутшăнусем çирĕпленччĕр тесен пирĕн çынсен чĕрисем пĕр-пĕринпе çывăхрах пулмалла», - пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ.



17 декабря 2014
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter