Каçал ен районĕ: лайăхпа палăрчĕç

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи шкулта пысăк трагеди пулнăранпа 53 çул çитрĕ. Çак хурлăхлă куна асăнса Шупашкарта ирттернĕ çамрăк пушарниксен ăмăртăвне В.П. Автономов ертсе пынипе Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Çак ăмăртура пурĕ 19 команда тупăшрĕ. Командăсем пĕр-пĕринпе 100 метрлă дистанцие чупассипе, вăрăм пусма тăрăх çуртăн иккĕмĕш хутне хăпарса "пушара" сỹнтерессипе ăмăртрĕç. Пĕтĕмлетỹ тусан хамăр республикăри районсем хушшинче пирĕн команда 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ăмăртура уйрăм ачасем хушшинче Максим Алексеев 2-мĕш, Максим Самаркин 3-мĕш вырăнсем йышăнса палăрчĕç.



17 декабря 2014
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter