Шăмăршă районĕ: Чăваш наци конгресĕн уйрăмне уçас тĕллевпе иртнĕ пуху

 Раштав уйăхĕн 11 –мĕшĕнче «Чăваш наци конгресĕн» Шăмăршă тăрăхĕнчи Чукал ял тăрăхĕн уйрăмне уçасси пирки пуху пулчĕ. Пухăва Шăмăршă районĕн администраци пуçлăхĕн заместителĕ Петьков В.А., «Чăваш наци конгресĕн» Шăмăршă район уйрăмĕн Председателĕ Саландаев И.М., Шăмăршăри  культура керменĕн методисчĕ Давыдова Т.Ю. хутшăнчĕç. Саландаев И.М. Чăваш наци конгресĕ пирки ăнлантарса пачĕ,унăн тĕллевĕсемпе, задачисемпе паллаштарчĕ.Пухăва хутшăнакансем пурте Чукал ял тăрăхĕнче «Чăваш наци конгресĕн» Шăмăршă тăрăхĕнчи Чукал ял  уйрăмне уçма килĕшрĕç. Актив йышне çаксене кĕртме йышăнчĕç: Карзанова Г.В., Смолькова В.И., Ильичёва М.Ф.



17 декабря 2014
09:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter