Каçал ен районĕ: Бедрикемель аппа - 95 çулта

Бедрикемель Багаутдиновна Сайдашева нумаях пулмасть 95 çул тултарнă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ И.Миннетуллин, Шурут ял поселенийĕн пуçлăхĕ Е.Козлова саламларĕç, парне парса хавхалантарчĕç.

"Çак çула çитетĕп тесе шутламан та. Ĕмĕрĕм вăрăм пулчĕ, хури-шуррине те ытларах курмарăм-ши?" - çапла пуçларĕ калаçăва кинемей. Тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ паян пĕчченех пурăнать. Пурнăçĕ çăмăлах килмен пулин те никама та ỹпкелемест. Çавăн пек вăл ял çынни: нихăçан та нăйкăшмасть.

Бедрикемель Багаутдиновна 1919 çулта Тутар Шурут ялĕнче çуралнă. Пурнăçĕ çăмăл килмен унăн, çамрăклах йывăр ĕçсене тумалла пулнă, амăшĕ хăйĕнпе пĕрле хире çум çумлама, тырă вырма илсе кайнă. Çитĕнерехпе утă та çулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн Бедрикемель Багаутдиновна Шафигулла Сайдашев фронтовика качча тухнă. Шел пулин те, шăпа ача пỹрмен вĕсене. Сайдашевсем ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ. Çемье пуçĕ - кладовщик пулса, кил хуçи хĕрарăмĕ - бригадăра.

Вăрçă суранĕсене пула Шафигулла ир çĕре кĕнĕ. "Упăшкапа эпир шăкăл-шăкăл, килĕштерсе пурăннă. Çапах та шăпам телейлĕ пулчĕ тесе калаймастăп. Нумай çул мăшăрсăр, хăраххăн ирттер-ха. Пĕчченлĕх ырă япалах мар, чунри хавала йăлт илсе каять вăл. Ватлăх та çыншăн çăмăлах мар. Мана çавăн пек хисеп тунăшăн, саламланăшăн пурне те тав тăватăп", - чунне уçрĕ Бедрикемель Багаутдиновна.



17 декабря 2014
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter