Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин финанс бюджет асăрхав службин Чăваш Республикинчи территори управленине 10 çул çитнĕ ятпа халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин финанс бюджет асăрхав службин Чăваш Республикинчи территори управленине 10 çул çитнĕ ятпа халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче Федерацин финанс бюджет асăрхав службин Чăваш Республикинчи территори управленин ĕçченĕсене тав тунă, патшалăх интересĕсене хӳтĕленине, Раççей Федерацийĕн граджанĕсемшĕн тӳрĕ кăмăлпа эффективлăха туйса ĕçлесе пынине асăннă. Финанс ĕçĕнче хастар ĕçлесе çитĕнӳсем тунисене Михаил Игнатьев Федерацин финанс бюджет асăрхав службин Чăваш Республикинчи территори управленийĕн ертӳçине Нина Константиновăна тата çак тытăмра ĕçлекен пай пуçлăхне  Елена Буинцевăна тав çырăвне тата алла çыхмалли сехете парса хисеп тунă. Нина Константинова службăн ĕçне пĕтĕмлетсе панă, 10 çул хушшинчи ĕç кăтартăвĕ пирки чарăнса тăнă, çитĕнӳсемпе паллаштарнă. Чӑваш Енре ҫирӗп финанс тытӑмӗ йӗркеленнине, бюджет укҫи-тенкине приоритетлӑ тӗллевсем валли шайлашуллӑн уйӑрса парасси лайӑх шайра пулса пынине, Чӑваш Республикин экономикӑпа со­ци­аллӑ аталанӑвӗн васкавлӑн татса памалли задачисем вӑхӑтра тата тухӑҫлӑн пурнӑҫланнине палăртнă ертӳçĕ. Пирӗн республика общество укҫи-тенкине тытса пырас енӗпе тӑ­тӑшах Раҫҫей Федерацийӗн чи лайӑх субъекчӗсен йышне кӗнине те палăртса хăварнă. Çавăнпа та патшалăх финанс тĕрĕслевне кура, бюджет укçи-тенки пĕлтерĕшлĕ тăкакланнине каланă. Финанс сферин ӗҫченӗсем хӑйсен професси тивӗҫне малашне те  чыслӑн тата тивӗҫлипе пурнӑҫласа пырассине ҫирӗппӗн палăртса хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина патшалăх управленийĕн тытăмĕнче Федерацин финанс бюджет асăрхав служби чăннипех те пысăк хисепре пулнине асăннă. «Паянхи  тĕп тĕллев, бюджетăн кашни тенкипе эффективлă тата кăтартуллă тăкакланмалла», - тесе уççăммăн какланă пухăннисем умĕнче Чăваш Ен финанс министрĕ Светлана Енилина. Тӗплӗнрех



17 декабря 2014
18:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter