Енчен те халăх кирлĕ пек тĕрĕс хыпара вăхăтра пĕлсе тăрсан, сахалрах йăнăшсем тума пултарать

Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев оперативлă канашлу ирттернĕ. Ĕçе  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Чăваш Республикинчи Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Управляющийĕ Юрий Бычковский хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче патшалăх программисемпе пурнăçлама палăртнă тĕллевсене пурне те ĕçе кĕртнине асăннă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен строительство ĕçне малалла тăсма палăртса хунине пĕлтернĕ. Раççей Финанс министерстви трансферт пайне 20 процента çити чакарма палăртса хунине асăннă. Республика Правительстви анчах пуçарăнакан инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе ĕçсене çĕнĕлле пăхса тухмаллине каланă.  «Вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе строительство тытăмĕсене уйăракан укçа-тенкĕпе эффективлă пĕлсе усă курмалла, 2015 çулта чи кирлĕ объектсен ĕçне çеç пурнăçлама тытăнмалла. Ку тĕлĕшпе вара тĕрĕс йышăнусем тума пĕлмелле», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Валюта пасарĕнче тĕлли-паллисĕр ажиотаж пулни пирки асăннă. Ăнсăртран таварсем çине хаксем хăпарса кайни халăха асăрханма хистет. Кун пек чухне лару-тăрăва çивĕчлетсе, пуяс текенсем те тупăнаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тимлекенсене таварсен хакĕсене çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине каланă. Республика Правительствин те ыйтăва куçран вĕçертмелле маррине асăрхаттарнă. Чăваш Республикин Экономика министерствине кану кунĕсенче ытларах ял хуçалăх таварĕсене сутма ятарлă вырăнсем хатĕрлеме сĕнӳ панă. Харпăр хăй хуçалăхĕнче тирпейлесе кăларнă пахча-çимĕç таварĕсене нимĕнле кăлтăксемсĕрех туянакансем патне илесе çитермелле. «Нимĕнле йывăрлăх та пулмалла мар. Пирĕн пурсăмăрăн та халăха чи пĕчĕк хаксем пирки тăтăшах пĕлтерсе тăмалла. Юнашар регионсенчи хаксем пирки те тăтăшах  халăх птне илсе çитерме тăрăшмалла. Ун чухне тин халăх йăнăшсем тумĕ», - тесе çирĕппĕн каласа хăварнă Михаил Игнатьев. Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Управляющийĕ  Юрий Бычковский хăйĕн сăмахĕнче Банк хăй çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçласа пырассине нимĕн иккеленмесĕрех çирĕппĕн каланă. Предприятисемпе те калаçса килĕшнĕ тăрăх, пĕтĕмпех тивĕçе туллин пурнăçлама шантарнă. Енчен те çĕнĕрен проектсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусемпе кашни предпринимательпе хăйне тĕллĕн калаçу пуласси пирки асăнса хăварнă.  Халăха парăм укçапа тивĕçтерес ыйту малалла та пырĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин апат-çимĕç таварĕсен хакне ӳстерме нимĕнле сăлтав та пулманнине каланă. «Республикăри пур лавкка та тĕрлĕ апат-çимĕç таварĕсемпе пуян, халăх валли çителĕклĕ таранах кӳрсе килнĕ», - тесе кланă министр. Пур-пĕрех Çĕнĕ çул уявĕсенче  уйрăм таварсен хакĕсем кăштах ӳсме пултарасси пирки асăрхаттарса хăварнă.  

 



17 декабря 2014
13:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter