Ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен турнирне хăнасем килсе çитнĕ

Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн Раççей Геройĕн, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕн, авиацин генерал-лейтенанчĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен турнирĕ иртет. Геройĕн Николай Гаврилов генерал-лейтенантăн парнисемшĕн иртекен Пĕтĕм Раççей турнирне килнĕ пысăк хăнасене Чăваш Ен çĕрĕ çинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев тата ытти официаллă çынсем кĕтсе илнĕ.  Чăваш çĕрĕ çинче иртекен турнира килекенсене эпир яланах хапăл йышăнатпăр. Çак ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ӳсет. Спорт мероприятине халăх кăмăлласа çӳрет. Иртĕ çул ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен хушшинче Раççей чемпионачĕ пулчĕ. Лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Çавăнпа арçынсене этемлĕхĕн черчен çуррийĕнчен юлмалла мар. Паян та турнирта чи вăйлисем, чи маттуррисем кĕрешĕç. Чăваш наци кĕрешĕвĕ те йĕкĕтсене вăй-халлă, пиçĕ, харсăр пулма, Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентет. Чăваш правительствин команди те тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнать. Вĕсенчен яланах лайăх кăмăлпа таврăнаççĕ. Чăваш Ен çĕр-шывăн чи лайăх спорт регионĕ, спорт енĕпе паракан наци премине тивĕçнĕ. Çакă - влаç органĕсем физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ăнăçлă ĕçленин тата республикăра пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине суйласа илнин кăтартăвĕ. Ахальтен мар, кăçал  Чăваш Республикинче «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери  спорт форумне йĕркелесе ирттернĕ. Тĕплĕнрех



18 декабря 2014
00:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter