Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Геройĕн, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕн, авиацин генерал-лейтенанчĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен турнирне килнĕ сумлă делегаципе тĕл пулнă

 Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Геройĕн, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕн, авиацин генерал-лейтенанчĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен турнирне килнĕ сумлă делегацие кĕтсе илнĕ. Хăнасем хушшинче Раççей Геройĕсем, спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем. Чăваш Ен çĕрĕ çине килсе çитнĕ  чаплă хăнасене Михаил Игнатьев чĕререн тав тунă,   Николай Федорович Гаврилова çакăн пек чаплă спорт уявне çулсерен ирттернишĕн ыласа ăшă сăмахсем каланă. Кăçалхи çул çак мероприяти 10-мĕш хут иртет. «Пирĕн пурнăç тапхăрĕнче çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Ача сачĕсенче, шкулсенче, аслă пĕлӳ паракан учрежденисенче пурте ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕç çине тимлĕх уйăрса пыраççĕ. Эсир, вара шăпах та Раççей Федерацийĕн чăн-чăн паттăрĕ, Геройĕ. Хăвăрăн çутă тĕслĕхĕрпе пурне те тăван çĕре, тăван тавралăха, çĕр-шыва юратма вĕрентетĕр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче хăнасем умĕнче Михаил Игнатьев. Раççей Федерацийĕн Раççей Геройĕн, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕн, авиацин генерал-лейтенанчĕн Николай Гаврилов республика Пуçлăхне ырласа тав тунă, яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илнине каланă, Чăваш Енре пурăнакансем пур те сывă та вăйлă пулччĕр тесе асăннă. «Çитес çул Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине анлăн паллă тăватпăр. Çавна май та, кăçалхи мероприятие çак паллă пулăма халаллатпăр. Чăваш Ене Раççей Геройĕсем çитĕнекен ăрупа тĕл пулччĕр, хăйсем пирки каласа пама пултарччĕр», - тенĕ сумлă хăна Николай Гаврилов. Тĕплĕнрех



18 декабря 2014
07:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter