Çĕнĕ Шупашкарта Раççей Федерацийĕн Геройĕн, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕн, авиацин генерал-лейтенанчĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен турнирĕ иртнĕ

Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çĕнĕ Шупашкарта Раççей Федерацийĕн Геройĕн, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕн, авиацин генерал-лейтенанчĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен турнирне хутшăннă. Паллă пулăма Мускавран чаплă хăнасем килсе çитнĕ. Вĕсем хисепĕнче Раççей Геройĕсем, Олимп чемпионĕсем, спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем. Сумлă хăнасене, спортсменсене, вĕсен теренерĕсене Раççей Геройĕн, Чăваш Енĕн  паттăр ывăлĕн,  Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕн, авиацин генерал-лейтенанчĕн Николай Гавриловăн тус-юлташĕсене пухăннă пур халăха та спорт уявĕ ячĕпе саламланă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçре спорт пысăк вырăн йышăннине каланă. «Эп, чăннипех те спорта юратакансемшĕн савăнатăп. Турнира паллă Геройсем, Олимп чемпионĕсем, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ гражданĕсем килсе çитнĕ. Ирĕклĕ мелпе кĕрешес спорт ăмăртăвĕ - çынра хăюллăх туйăмне вăйлатма пулăшать. Йывăрлăхсене çĕнтерме витĕм кӳрет. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федерацин Пухăвне янă Çырура та пирĕн çамрăксен яланах Тăван çĕр-шыва сыхлама хатĕр пулмалли пирки асăннă», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Килнĕ мĕн-пур хăнасене çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу кӳнишĕн чĕререн тав тунă. Паянхи яш-кĕрĕм чаплă спортсменсен çитĕнĕвĕсене курса, хăйсем те çакăн пек вăйлă спорта юратма тытăнасси пирки нимĕн иккеленмесĕрех хăй шухăшне пĕлтернĕ Пуçлăх. «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне йĕркелесе ирттерме активлă хутшăннă «Русавтодор» ООО директорне Рустам Мурадяна алла çыхмалли сехетпе Тав çырăвне парса хисеп тунă. Кĕрешӳ енĕпе Раççей спорт мастерĕ ята « 5№-лĕ СДЮСШОР» ДО БОУ вĕренекен Сергей Алексеев тивĕçнĕ. Раççейри ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен Федерацийĕн вице-президенчĕ, икĕ хутчен Олимп чемпионĕ пулнă Арсен Фадзаев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе спорта пысăк витĕм кӳнине асăннă, республикăра спорта аталантарса пыма пур май та  çителĕклĕ таран пулнине каланă. Раççей Федерацийĕн Геройĕн, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕн, авиацин генерал-лейтенанчĕн Николай Гаврилов тата Раççей халăх артистчĕ Леонид Якубович пухăннисене саламланă. Спортра çитĕнӳсем тума сĕннĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ Лев Кураков Николай Гаврилова Çулталăк патриочĕ ята тивĕçнĕшĕн Диплом парса хисеп тунă. Сумлă хисепе Раççей Федерацийĕн Общество палати çамрăксене патриотизмла воспитании парас ĕçре тăрушуллă ĕçленишĕн чысланă. Икĕ кун хушши пынă турнирта 250 спортсмен тупăшнă. Раççей Федерацийĕн 15 субъектĕнчен хăнасем килсе çитнĕ. Çĕнтерӳшĕн тĕнче шайĕнчи спортсменсем анчах мар, 15-16 çулсенчи яш-кĕрĕм те вăйлă тупăшнă. Пĕтĕмлетĕвĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ пĕрремĕш вырăна тухнă. Пĕлтĕрхи пекех ăнăçу пирĕн республика аллине лекнĕ. Ылттăн медале тивĕçнисем: Андрей Исаев, Степан Филиппов, Вячеслав Иванов, Алексей Филиппов, Вячеслав Иванов, Алексей Еремеев. Республика Пуçлăхĕ çак кун Çĕнĕ Шупашкарти 1№-лĕ ДЮСШОР кĕрсе кадет шкулĕсен ăсталăхĕпе паллашнă. Республикăра Геройсен Вахтин ялавне, акци иртнĕ май, Алексей Чагин Ярославльти Геройсен Ассоциацийĕн ертӳçине, Раççей Геройне  малалла парса хисеп тунă. Тĕплĕнрех



18 декабря 2014
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter