Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Председателĕн Дмитрий Медведевăн Чăваш Республикинчи йышăну пӳлĕмĕнче çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Председателĕн Дмитрий Медведевăн Чăваш Республикинчи йышăну пӳлĕмĕнче çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Элĕк районĕнче пурăнакан ватăна Эльвира Ржановăна, фельдшерпа акушер пункчĕн строительство ĕçĕ хумхантарать. Ялта вырнаçнă медицина пункчĕ питĕ кивĕ çуртра, хĕчĕк вырăнта вырнаçнă-имĕш. Республика Пуçлăхĕ ыйтăва итленĕ хыççăн, çакăн пек хурав панă: «Эпир хамăр ума республикăри ялсен тăрăхĕсенче модульлĕ 100 фельдшерпа акушер çурчĕсене хута ярасси пирки яваплăх илнĕ.  2015 çулта çурла уйăхĕнче юлашки 100-мĕш ФАП çĕклесе лартма палăртса хунă. Вĕсен пурин те пахалăх тĕлĕшĕнчен çӳллĕ шайра медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелле», - тесе уççăммăн каланă Михаил Игнатьев. 2015 çулта республика бюджечĕн проектне Элĕк районĕнче ФАП хăпартса лартма укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Халлĕхе аукцион ирттерме палăртнă. Сăмаха май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Эльвира Ржановăна хута яма палăртнă ФАПăн строительство ĕçне каярах çирĕп пăхса тăма сĕннĕ, халăх тĕрĕслеве илни те тепре чухне вырăнлă пулнине каланă. Шупашкарта пурăнакан Мая Гаврикова пенсионер, ĕç ветеранĕ К.Маркс урамĕнчи 3-мĕш çурт умĕнче  РСФСР тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ искусство деятелĕ Виктор Ходяшева сума сунса асăну хăмине вырнаçтарма ыйтать. Республика Пуçлăхĕ асăну хăмине вырнаçтарасси пысăк ĕçех маррине, анчах та паллă искусство ĕçченĕн ырă ячĕ кашнин чĕринче ĕмĕрлĕхех пулнине каланă.  Вăл хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе çитĕнекен ăрăва тăван çĕршыва ытларах юратма пулăшать, - тенĕ. Ыйтăва тĕпе илсе, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Виктор Ходяшева асăнса, çитес çул Хула кунĕ тĕлне йĕркелесе вырнаçтарасси пирки шантарса каланă. Каçал ен районĕнчи «Полевояушская ООШ» МБОУ директорĕ Николай Ильин районта çĕнĕ вăтам шкул хута ярасси ыйтăва хускатнă. Ял тăрăхĕсенче юлашки çулсенче уйрăмах ачасен çураласлăхĕ ӳссех пынине асăннă. Çавна пула та шкул ачисен хисепĕ ӳсесси те куçкĕретех. Вăл ĕçлекен шкул ватăлнă тесен те йăнăш мар. Ачасене пĕлӳ илме пур хатĕр те çителĕклĕ те мар тата çитменнине хальхи пурнăçпа та килĕшсе тăманнине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шухăша ырласа, çапла хурав панă: «2015 çулта строительство ĕçне тытăнмалла. Проектпа смета ĕç хучĕсем хатĕр. Унăн хакне 187 млн. тенкĕ палăртнă. Республика бюджетне çитес çул валли ыйтăва татса пама укçа-тенкĕ те пăхса хăварнă. Ача сачĕсен ыйтăвĕсене татса пĕтернĕ май, малалла ĕç шкулсем пирки пулĕ. Ку енĕпе федераци бюджетĕнчен те пулăшу куçасси паллă», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 57-мĕш шкул директорĕ Регина Нилова   шкулти ачасен шыравпа тĕпчев ĕçĕ пирки каласа кăтартнă. Вĕсем 8 çул хушши хăйсен ăсталăхне туптаса пынине асăннă. Ачасем тăван-пĕлĕшсене тупса тĕпчеççĕ, пурнăç йывăçĕн тымарĕсене палăртаççĕ. Шкулта ятарласа музей те йĕркеленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вĕрçипе те çыхăннă ыйтусем сахал мар. Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалласа, ятарлă грант уйăрма пулмĕ-ши тесе кăсăкланса ыйтнă Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен. Михаил Игнатьев ку шухăша та ырланă. Сăмаха май республикăри вĕренӳ учрежденисене  çулсеренех, мухтава тивĕçлисене,  200 пин куçарса панисене асăннă. Конкурса ĕç хучĕсене тăратма сĕннĕ. «Чăннипех те питĕ пархатарлă, енчен те ачасем, хăйсем Тăван çĕршыв çинчен ятарлă материалсем шыраççĕ, тăванĕсене тупса палăртаççĕ пулсан», - тенĕ Пуçлăх. 2014 çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăхсене харпăр хăй ыйтăвĕпе çакнашкал меслетпе виçĕ хутчен йышăннă. Ун патне сахал мар çынсем килсе хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав илнĕ. Паянхи кун шăпах та ку чи пахи. Тĕплĕнрех



18 декабря 2014
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter